Mark 10:32 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ. || Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ:
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Вӗсем Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ. Сехӗрленсе ӳкнӗ вӗренекенӗсем умӗнче Иисус пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн вара хӑраса кайнӑ халӑх утнӑ. Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтнине кала пуҫланӑ: