Mark 4:24 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Тата вӗсене ҫапла каланӑ: мӗн илтнине астӑвӑр: мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.