Mark 9:18 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
усал ӑна ӑҫта тапӑнать, ҫавӑнта ҫӗре ҫӗклесе ҫапать те, вӑл вара кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, унтан хытсах каять. Эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене ҫав усала хӑваласа кӑларма каларӑм та — вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».