Matthew 13:15 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“.