Matthew 17:4 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кунта лайӑх пире; кӑмӑлу пулсан, эпир ҫакӑнта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне — Сан валли, теприне — Моисей валли тата теприне — Илия валли, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Вара Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Пире кунта епле аван. Кӑмӑлу пулсан, эпир кунта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли».