Matthew 19:12 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Хӑшӗ-пӗри амӑшӗ варӗнченех арлӑ-арӑмлӑ пулма юрӑхсӑр ҫуралать; хӑшне ҫынсем юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ; хӑшӗ тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн хӑйне хӑй арлӑ-арӑмлӑ пулмалла мар тӑвать. Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
– Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».