Matthew 9:6 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эсир пӗлӗр ҫакна: Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗкӗ пур, — вара шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тет.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ.