Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Хамӑрӑн пӗтӗм малтанхи ҫимӗҫе — тыррине, тӗрлӗ йывӑҫ улми-ҫырлине, эрехне, ҫӑвне — эпир священниксем патне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсене илсе пырӑпӑр, ҫӗрӗмӗр паракан тырпулӑн вуннӑмӗш пайне левитсене кӳрсе тӑрӑпӑр — вӗсем, левитсем, эпир пурӑнакан пӗтӗм хуларан вуннӑмӗш пай илсе тӑраҫҫӗ.