Revelation 14:13 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эпӗ каллех тӳперен сасӑ илтрӗм, вӑл мана каларӗ: ҫапла ҫырса хур: «паянтан вара Ҫӳлхуҫана ӗненсе вилекенсем телейлӗ». Сывлӑш калать: «чӑнахах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем хӑйсен хыҫӗнченех пыраҫҫӗ» тет, терӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ».