Revelation 15:4 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санран кам хӑрамӗ, Санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр Эсӗ анчах таса: пур халӑхсем те Сан умна килсе Сана пуҫҫапӗҫ — ӗнтӗ Санӑн сутусем ҫитрӗҫ, теҫҫӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!»