Revelation 18:2 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ,
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса каларӗ: «Тӗп пулчӗ Вавилон! Виҫесӗр аскӑнчӑк тӗп пулчӗ! Вӑл шуйттан кил-ҫурчӗ, тӗрлӗрен усал сывлӑш пурӑнмалли вырӑн, тӗрлӗрен таса мар та йӗрӗнмелле вӗҫен кайӑк йӑви пулса тӑчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл мӗн пур халӑхсене ясарлӑхӑн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ.