Revelation 20:4 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Унтан эпӗ аслӑ пукансемпе вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм, вӗсене сут тума ирӗк панӑччӗ. Эпӗ тата ыттисене Иисус ҫинчен каласа панӑшӑн, Турӑ сӑмахӗшӗн пуҫне касса вӗлернӗ ҫынсен чунӗсене куртӑм — ҫаксем тискер кайӑка та, унӑн сӑнне те пуҫҫапман, хӑйсен ҫамки ҫине, алли ҫине унӑн паллине те ларттарман. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрса Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.