Revelation 20:7 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех.