Revelation 5:13 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!»