Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫавӑ кун Эпӗ Иуда ҫулпуҫӗсене вут-кӑвайтӑ хушшинчи кӑвар савӑчӗ пек, кӗлтесем хушшинче ялкӑшакан ҫулӑм пек туса хурӑп, вӗсем таврари мӗнпур халӑха — сылтӑмра та, сулахайра та — пӗтерсе тӑкӗҫ, Иерусалимра вара каллех хӑйӗн вырӑнӗнче, Иерусалимра, халӑх пурӑнма пуҫлӗ.