bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
1 Timothy 4
1 Timothy 4
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
1
Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ.
2
Ҫавнашкал вӗрентӳсене икӗ питлӗ, ҫунса кӗлленнӗ чунлӑ суя вӗрентӳҫӗсем сарӗҫ.
3
Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха.
4
Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван,
5
мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑмахӗпе тата кӗлӗ тунипе сӑвапланать.
6
Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет.
7
Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар.
8
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.
9
Сӑмахӑм тӗрӗс, ӑна пурте тӗппипех йышӑнма тивӗҫ.
10
Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.
11
Ҫапла каласа ӳкӗтле, вӗрент.
12
Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр.
13
Эпӗ пыриччен эсӗ ҫынсене Ҫырнине вуласа пар, ӳкӗтле, вӗрент.
14
Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.
15
Пурин куҫӗ умӗнче те сан ҫитӗнӗвӳсем паллӑ пулччӑр тесен, яланах тивӗҫӳ ҫинчен шухӑшла, пӗтӗм чунна парса тӑрӑш.
16
Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6