bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
2 Corinthians 9
2 Corinthians 9
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
1
Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар,
2
мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ.
3
Анчах та эпӗ сире ку тӗлӗшӗнчен мухтани пустуй ан пултӑрччӗ тесе, каланӑ пекех, сире хатӗрлесе ҫитермешкӗн сирӗн патӑра тӑвансене ятӑм.
4
Ахальлӗн, пирӗнпе пӗрле Македонири ӗненекенсенчен кам та пулин сирӗн патӑра пырсан, сирӗн пулӑшӑвӑр хатӗр маррине курсан, сире мухтаса ҫапла шаннӑшӑн пире намӑс пулӗ. Хӑвӑр намӑс курасси пирки шарламастӑп та.
5
Ҫавӑнпа та тӑвансене сирӗн патӑра маларах ҫитсе хӑвӑр пухма шантарнӑ пулӑшӑва хатӗрлесе ҫитерме ӳкӗте кӗртес терӗм. Эсир пулӑшни хистесех илни пек мар, ырӑ сунса пани пек пултӑрччӗ терӗм.
6
Ҫакна ан манӑр: вӑрлӑхне сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан вара нумай вырса илӗ.
7
Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать.
8
Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ.
9
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «вӑл салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ; унӑн тӗрӗслӗхӗ ӗмӗртен ӗмӗре пырать».
10
Акаҫӑна акмашкӑн вӑрлӑх, ҫимешкӗн ҫӑкӑр Параканӗ сире акмашкӑн нумай вӑрлӑх парӗ, сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑртан тулӑх тыр-пул ӳстерӗ.
11
Яланах хӗрхенмесӗр пулӑшмашкӑн Турӑ сире пур тӗлӗшӗнчен те пуйтарӗ. Пирӗн урлӑ пулса иртекен ырӑ кӑмӑллӑхшӑн ҫынсем Турра тав тӑвӗҫ.
12
Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать.
13
Вӗсем, сирӗн ӗҫӗн уссине курсан, эсир Христосӑн хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпарӗ хушнине тунӑшӑн, пурри-ҫуккине хӑйсемпе те, ытти ӗненекенсемпе те чунтан пайланӑшӑн Турра мухтӗҫ.
14
Турӑ ырӑлӑхӗ сирӗнте туллиех пулнишӗн сире кӑмӑлласа, вӗсем сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ.
15
Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13