bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
James 4
James 4
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
1
Эсир пӗр-пӗринпе хирӗҫни, харкашни мӗнрен килет-ха? Ӳт-пӗвӗре ҫылӑхлӑ кӑмӑл алхастарнинчен мар-и вара?
2
Ӗмӗтленетӗр те – ӗмӗтӗр ҫитмест. Вӗлермеллех кӗвӗҫетӗр те – кӑмӑлӑр ҫапах тулмасть. Хирӗҫетӗр, харкашатӑр – илес тени сирӗн ҫаплах ҫук, мӗншӗн тесен Турра тархасламастӑр.
3
Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.
4
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.
5
Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать».
6
Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».
7
Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.
8
Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр.
9
Хуйхӑрӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр! Эсир кулни – йӗнине куҫтӑр, эсир савӑнни – куляннине куҫтӑр.
10
Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.
11
Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан.
12
Анчах та ҫынсене Саккун паракан та, Судья та пӗр Ҫавах: Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Ҫывӑх ҫыннуна айӑпламашкӑн эсӗ кам вара?
13
«Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та, унта ҫулталӑк хушши сутӑ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эй, ҫакнашкал калаҫакансем, халӗ мана итлӗр-ха.
14
Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна.
15
«Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне
16
эсир мӑнкӑмӑллӑн каппайланатӑр. Ҫакнашкал мухтанса ҫӳрени вӑл пит усал.
17
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5