bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Titus 3
Titus 3
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр.
2
Вӗсем пуринпе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса, хӑйсене пур ҫынпа та йӑваш тыткалаччӑр.
3
Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.
4
Анчах та Ҫӑлаканӑмӑр, Туррӑмӑр, ырӑлӑхӗ ҫитсен, Унӑн этеме савакан кӑмӑлӗ уҫӑлсан,
5
пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ.
6
Пире, Унӑн ырӑлӑхӗпе тӳрре тухнӑскерсене, хамӑр шаннӑ пекех, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Вӑл Святой Сывлӑшне Иисус Христос урлӑ ҫителӗклех пачӗ.
8
Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.
9
Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна.
10
Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут.
11
Пӗлсех тӑр: унашкаллисем ӑсне пӑснипе, ҫылӑха кӗнипе хӑйсене хӑйсемех айӑплӑ тунӑ ӗнтӗ.
12
Эпӗ сан патна Артемӑна е Тихика ярсан, эсӗ ман патӑма Никополе хӑвӑртрах кил: эпӗ унта хӗл каҫма шут тытрӑм.
13
Саккуна ӑста пӗлекен Зинӑна тата Аполлоса ҫула ӑсатнӑ чух, тархасшӑн, вӗсене мӗн кирлине йӑлтах ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш.
14
Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр.
15
Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсӑра та тивлет пултӑр! Аминь.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3
Recommended Reading
Commentary
Titus Commentaries
→
Devotional
Titus Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→