bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 John 1
2 John 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
1
Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — Турӑ суйласа илнӗ хисеплӗ арӑмпа унӑн ачисене: эпӗ сире чӑннипе юрататӑп, сире пӗр эпӗ ҫеҫ юратмастӑп, чӑнлӑха пӗлсе ҫитнисем те пурте юратаҫҫӗ,
2
хамӑрта тӑракан, малашне те ӗмӗрех хамӑрпа пулас чӑнлӑхшӑн юратаҫҫӗ.
3
Чӑнлӑхпа, юратупа тӑмашкӑн сире Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан, Атте Турӑ Ывӑлӗнчен, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
4
Санӑн ачусем хушшинче Аттемӗртен илнӗ ӳкӗте уяса, чӑнлӑха тытса пурӑнаканнисем пуррине пӗлсессӗн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.
5
Эй хисеплӗ арӑм, халӗ сана тархаслатӑп, эпӗ ҫырни — ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, пире ӑна чӑн малтанах панӑ: пӗр-пӗрне юратса тӑрар.
6
Юратни вӑл — Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнни. Ку ӳкӗте сире ун тӑрӑх пурӑнмашкӑн малтанах каласа панӑ;
7
тӗнчере илӗртсе улталакансем нумайланчӗҫ, вӗсем ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ: ун пек ҫын вӑл — илӗртсе улталакан, антихрист.
8
Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, эпир хамӑр тӑрӑшса ӗҫленине ҫухатар мар, пысӑк сӑвап илмелле пулар.
9
Христос вӗрентӗвӗнчен лайӑхраххине шыракан ҫыннӑн, Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Турӑ ҫук; Христос вӗрентнӗ пек пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.
10
Хӑвӑр пата ҫакӑнтан урӑхла вӗрентме пыракана килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах ан калӑр:
11
ӑна ӑшӑ сӑмах калакан унӑн усал ӗҫне хутшӑнать.
12
Манӑн сире ҫырса ямалли нумай та, анчах хут ҫине хурапа ҫырса ярассӑм килмест; сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе, эпӗ хам сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса ӗмӗтленсе тӑратӑп.
13
Турӑ суйласа илнӗ йӑмӑкун ачисем сана салам яраҫҫӗ. Аминь.
Jump to:
Chapter 1
All chapters:
1