bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
3 John 1
3 John 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
1
Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — хам чӑннипе юратакан савнӑ Гая.
2
Эй савнӑ тӑванӑм! эпӗ саншӑн сывлӑхлӑ пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑ пек, санӑн пурте ӑнса пытӑрччӗ тетӗп.
3
Кунта килнӗ ӗненекен тӑвансем эсӗ тӗрӗс ӗненсе тӑни ҫинчен, чӑнлӑхпа пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.
4
«Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ» теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн.
5
Эй савнӑ тӑванӑм! эсӗ тӑвансемшӗн, иртен-ҫӳреншӗн ху Христоса ӗненнипе ырӑлӑх тӑватӑн;
6
вӗсем эсӗ мӗнле юратни ҫинчен ӗненекенсем умӗнче каласа кӑтартрӗҫ. Эсӗ вӗсене Турра юрӑхлӑ ӑсатса ярсан аван тӑвӑттӑн:
7
Турӑ ячӗшӗн вӗсем суя тӗнлисенчен нимӗн илмесӗрех тухса кайрӗҫ.
8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесессӗн, ун пеккисене хапӑл тӑвас пулать.
9
Ӗненекен ушкӑна эпӗ ҫырса ятӑм, анчах вӗсем патӗнче пуҫ пулса тӑма юратакан Диотреф пире йышӑнмасть.
10
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унта хам пырсассӑн вӑл тӑвакан ӗҫсем ҫинчен астутарӑп, вӑл пире усал сӑмахпа хӑртать, кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха, тата хӑй те ӗненекен тӑвансене йышӑнмасть, йышӑнас теекенсене те чарса тӑрать, ӗненекен ушкӑнран хӑваласа ярать.
11
Эй савнӑ тӑванӑм! усал хыҫҫӑн ан кай, ырӑ хыҫҫӑн кай. Кам ырӑ тӑвать, вӑл — Турӑран; усал тӑвакан ҫын Турра курман.
12
Димитрие пурте ырӑ ҫын теҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй те ҫавна калать, ӑна эпир те ырӑлатпӑр, эпир калани чӑннине эсир пӗлетӗр.
13
Манӑн ҫырмалли нумайччӗ те, анчах хурапа та калемпе ҫырас теместӗп;
14
сана часах курса куҫа-куҫӑн калаҫма ӗмӗтленсе тӑратӑп.
15
Канӑҫлӑх пултӑр сана; тусӑмӑрсем сана салам калаҫҫӗ; эсӗ те тусӑмӑрсене ятранах салам кала. Аминь.
Jump to:
Chapter 1
All chapters:
1