bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Haggai 1
Haggai 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 2 →
1
Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
2
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.
3
Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ:
4
сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
5
Ҫавӑнпа паян Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.
6
Эсир нумай акатӑр та — сахал пуҫтарса илетӗр; ҫиетӗр те — тӑранса кураймастӑр; ӗҫетӗр те — ӗҫсе тӑранаймастӑр; тӑхӑнатӑр — ӑшӑнаймастӑр; ӗҫлесе илекен шӑтӑк енчӗк валли кӑна ӗҫлесе илет.
7
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗре хӑвӑрӑн ҫулӑрсем еннелле ҫавӑрӑр.
8
Ту ҫине хӑпарӑр та йывӑҫ йӑтӑр, Турӑ Ҫурчӗ тӑвӑр; Эпӗ ӑна кӑмӑл туса тӑрӑп та мухтава тухӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
9
Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
10
Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӳпе хупӑннӑ, сире сывлӑм памасть, ҫӗр те хӑйӗн ҫимӗҫне ӳстермест.
11
Эпӗ ҫӗр ҫине, тусем ҫине, тырӑ-пулӑ ҫине, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ ҫине, йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине, ҫӗр ӳстерекен мӗнпур ҫимӗҫ ҫине, этем ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те, мӗнпур тӗрлӗ алӑ ӗҫӗ ҫине те типӗ ҫанталӑк чӗнсе илтӗм.
12
Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.
13
Ҫавӑн чухне Аггей, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи, Ҫӳлхуҫа янӑскер, халӑха каланӑ: Ҫӳлхуҫа «Эпӗ сирӗнпе!» тет, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа вара Зоровавелӗн — Салафиил ывӑлӗн, Иудейӑна тытса тӑраканскерӗн — кӑмӑлне тата Иисусӑн — Иоседек ывӑлӗн, аслӑ иерейӗн — кӑмӑлне, тата чӗрӗ сыхланса юлнӑ пӗтӗм халӑх кӑмӑлне чӗртсе янӑ та, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйсен Туррийӗн, Ҫуртӗнче,
15
улттӑмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтра, ӗҫе тытӑннӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 2 →
All chapters:
1
2