bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Obadiah 1
Obadiah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
1
Авдие курӑнни. Ҫӳлхуҫа Турӑ Эдом ҫинчен ҫапла калать: эпир Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗмӗр, ӗнтӗ халӑхсене: «ҫӗкленӗр те, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатпӑр!» тесе пӗлтерме хыпарҫӑ та янӑ.
2
Акӑ Эпӗ сана халӑхсем хушшинче кӗҫӗнни турӑм, санран пурте йӗрӗнеҫҫӗ.
3
Чӗрӳ мӑнаҫлӑхӗ улталарӗ сана: эсӗ ту хушӑкӗсенче, ҫӳллӗ вырӑнта, пурӑнатӑн, ҫавӑнпа хӑвӑн ӑшунта: «кам мана ҫӗре туртса антарайӗ?» тесе шухӑшлатӑн.
4
Анчах эсӗ ӑмӑрткайӑк пек ҫӳле ҫӗкленес пулсан та, ҫӑлтӑрсем хушшинче йӑва ҫавӑрас пулсан та, Эпӗ сана унтан та туртса антарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
5
Вӑрӑсем килмен-и сан патна? ҫӗрлехи хурахсем килмен-и? ытла та тустарса хӑварнӑ-ҫке сана! Анчах вӗсем хӑйсене мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ вӑрланӑ пулӗччӗҫ. Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсан, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑвармӗччӗҫ-и вара?
6
Исав патӗнче епле пӗтӗмпех пуҫтарса кайнӑ, мулне пытарнӑ вӑрттӑн кӗтессене те ухтарнӑ!
7
Хӑвӑнпа килӗшӳре тӑракансемех сана чикке ҫитичченех кӑларса ярӗҫ, хӑвӑнпа ҫураҫуллӑ пурӑнакансемех улталӗҫ сана, ҫӗнтерӗҫ, хӑвӑн ҫӑкӑрна ҫиекенсемех ҫапса ӳкерӗҫ сана. Вӑл ӑнланас ҫук!
8
Эпӗ Эдомри ӑсчахсене, Исав тӑвӗ ҫинчи ӑстӑнлисене пӗтернӗ кун пулмӗ-и ҫакӑ? тет Ҫӳлхуҫа.
9
Исав тӑвӗ ҫинче пурӑнакансене пурне те вӗлерсе тухас тесе, Феман, санӑн паттӑрусене сехӗрлентерсе пӑрахӗҫ.
10
Хӑвӑн тӑванна, Иакова, хӗсӗрленӗшӗн сана намӑс хупласа илӗ, унтан сана ӗмӗрлӗхе пӗтерӗҫ.
11
Ҫав кунхине, эсӗ айккинче тӑнӑ чухне, ҫав кунхине, ют ҫынсем ун ҫарне тыткӑна илсе кайнӑ чухне, ют халӑх ҫыннисем ун хапхинчен кӗнӗ чухне, Иерусалим пирки шӑпа янӑ чухне, эсӗ ҫавсенчен пӗри пекех пултӑн.
12
Хӑвӑн тӑванун хура кунӗшӗн, ӑна нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ куншӑн санӑн хӗпӗртеме кирлӗ марччӗ; Иуда ывӑлӗсене пӗтернӗ кун савӑнма, синкерлӗ кун шӑл йӗрсе тӑма кирлӗ марччӗ.
13
Манӑн халӑхӑмӑн телейсӗр кунӗнче санӑн ун хапхинчен кӗме кирлӗ марччӗ, вӑл пӗтнӗ кунхине унӑн мӗскӗнлӗхне курма та кирлӗ марччӗ, унӑн синкерлӗ кунӗнче унӑн пурлӑхне те тӗкӗнме кирлӗ марччӗ,
14
тарма пикеннисене вӗлермешкӗн ҫул тӑваткӑлӗсенче тӑма та, синкерлӗ кун чӗрӗ юлнисене сутма та кирлӗ марччӗ санӑн.
15
Ӗнтӗ пур халӑхшӑн та Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет: эсӗ ху мӗн кӑтартнӑ — сана та ҫавнах кӑтартӗҫ; хӑвӑн ӗҫӳ хӑвӑн пуҫу ҫинех ӳкӗ.
16
Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче эсир мӗнле ӗҫрӗр, ытти халӑхсем те пурте ялан ҫапла ӗҫӗҫ, ӗҫӗҫ, ҫӑтса ярӗҫ, вара хӑйсем нихӑҫан пулман пекех пулӗҫ.
17
Сион тӑвӗ ҫинче вара ҫӑлӑнӑҫ пулӗ, ҫакӑ ту сӑваплӑ вырӑн пулса юлӗ; Иаков килӗ хӑйӗн ҫӗрне каялла илӗ.
18
Иаков килӗ вут пулӗ, Иосиф килӗ — ҫулӑм, Исав килӗ вара улӑм пулӗ: чӗртсе ярӗҫ те ӑна тӗп тӑвӗҫ, Исав килӗнчен никам та юлмӗ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланӑ.
19
Кӑнтӑр енче пурӑнакансем Исав тӑвне, айлӑмра пурӑнакансем филистимсен ҫӗрне туртса илӗҫ, Ефрем хирӗсене те, Самари хирӗсене те туртса илӗҫ, Вениамин вара Галаада туртса илӗ.
20
Израиль ывӑлӗсен ҫарӗнчен куҫарса кайнисем ханаансен ҫӗрне Сарепта таран ярса илӗҫ, Иерусалимран куҫарса кайнисем вара, халӗ Сефарадра тӑракансем, кӑнтӑрти хуласене еткерлӗхе илӗҫ.
21
Вара Исав тӑвне сут тумашкӑн Сион тӑвӗ ҫине ҫӑлӑнӑҫ паракансем килӗҫ, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗ пулса тӑрӗ.
Jump to:
Chapter 1
All chapters:
1