bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Philemon 1
Philemon 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
1
Иисус Христосшӑн тӗрмере ларакан Павел тата Тимофей тӑван — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан савнӑ Филимона,
2
савнӑ йӑмӑка Апфийӑна, пирӗнпе пӗр ӗҫшӗн тӑрӑшакан Архипа тата санӑн килӗнте пуҫтарӑнакан ӗненекенсене:
3
Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
4
Эсӗ Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнине, юратнине тата мӗнпур сӑваплӑ ҫынна юратнине илтсе, хам кӗллӗмсенче яланах сана асӑнса Туррӑма тав тӑватӑп.
6
Пире пӗрлештерсе тӑракан ӗненӳ сана пирӗн пурӑнӑҫа Христос Иисус урлӑ кӗнӗ ырӑлӑха тарӑнрах ӑнланса илме пулӑштӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
7
Эсӗ юратса тӑни пире питӗ пысӑк савӑнӑҫ кӳрет, лӑплантарать: эсӗ, тӑванӑм, сӑваплӑ ҫынсенӗн чӗрисене пусартӑн.
8
Эпӗ, Христос апостолӗ, санӑн тивӗҫӳ ҫинчен хӑюллӑнах калама пултаратӑп та,
9
анчах та, сана юратса, эпӗ, ватӑлса ҫитнӗ Павел, халӗ Иисус Христосшӑн тӗрмере лараканскер, тархаслатӑп,
10
сана хамӑн Онисим ывӑлӑмшӑн тархаслатӑп: вӑл эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне манӑн ывӑлӑм пулса тӑчӗ.
11
Вӑл унччен сана юрӑхлӑ ҫын марччӗ, халӗ вара сана та, мана та юрӑхлӑ; эпӗ ӑна каялла сан патна яратӑп;
12
эсӗ ӑна ман чӗрем вырӑнне хурса йышӑн.
13
Эпӗ ӑна хам патӑмрах хӑварасшӑн пултӑм, вӑл мана — Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн тӗрмере лараканскере — сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесеттӗм,
14
анчах санран ыйтса пӗлмесӗр нимӗн те тӑвасшӑн пулмарӑм: ырӑ ӗҫе санӑн ирӗксӗр мар, ирӗклӗ тумалла пултӑр терӗм.
15
Вӑл санран пӗр вӑхӑта уйрӑлни, тен, эсӗ ӑна ӗмӗрлӗхе йышӑнасса пулчӗ-и?
16
Вӑл ӗнтӗ чура мар, чураран мала — вӑл савнӑ тӑван; уйрӑмах вӑл маншӑн хаклӑ, саншӑн вара тата хаклӑрах: вӑл этем пулнипе те, Ҫӳлхуҫана ӗненнипе те ҫывӑх тӑван.
17
Ҫапла ӗнтӗ эсӗ манпа пӗр шухӑшлӑ тӑратӑн пулсассӑн, ӑна мана йышӑннӑ пек йышӑн.
18
Вӑл сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн е унӑн санӑн умӑнта парӑм пулсассӑн, эсӗ ӑна манӑн парӑм шутне хур.
19
Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа: «эпӗ тӳлетӗп» тесе ҫыртӑм; эсӗ ху та ман умӑмра парӑмлӑ, эсӗ — пӗтӗмпех манӑн, эпӗ сана ун ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ.
20
Эй тӑванӑм, халӗ Ҫӳлхуҫашӑн мана хӑвӑнтан усӑ курма пар; Ҫӳлхуҫашӑн манӑн чӗреме лӑплантар.
21
Эпӗ сан патна эсӗ итлессине шанса, эпӗ каланинчен те ытларах тӑвассине пӗлсе ҫыртӑм.
22
Тата ман валли пӳлӗм те хатӗрлесе хур; эсир кӗлтунипе эпӗ хама сирӗн патӑра ярӗҫ тесе шанса тӑратӑп.
23
Христос Иисусшӑн манпа пӗрле тӗрмере ларакан Епафрас сана салам ярать;
24
манпа пӗрле ӗҫлекенсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука та салам яраҫҫӗ.
25
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.
Jump to:
Chapter 1
All chapters:
1