bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Psalms 118
Psalms 118
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 117
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 67
Chapter 68
Chapter 69
Chapter 70
Chapter 71
Chapter 72
Chapter 73
Chapter 74
Chapter 75
Chapter 76
Chapter 77
Chapter 78
Chapter 79
Chapter 80
Chapter 81
Chapter 82
Chapter 83
Chapter 84
Chapter 85
Chapter 86
Chapter 87
Chapter 88
Chapter 89
Chapter 90
Chapter 91
Chapter 92
Chapter 93
Chapter 94
Chapter 95
Chapter 96
Chapter 97
Chapter 98
Chapter 99
Chapter 100
Chapter 101
Chapter 102
Chapter 103
Chapter 104
Chapter 105
Chapter 106
Chapter 107
Chapter 108
Chapter 109
Chapter 110
Chapter 111
Chapter 112
Chapter 113
Chapter 114
Chapter 115
Chapter 116
Chapter 117
Chapter 118
Chapter 119
Chapter 120
Chapter 121
Chapter 122
Chapter 123
Chapter 124
Chapter 125
Chapter 126
Chapter 127
Chapter 128
Chapter 129
Chapter 130
Chapter 131
Chapter 132
Chapter 133
Chapter 134
Chapter 135
Chapter 136
Chapter 137
Chapter 138
Chapter 139
Chapter 140
Chapter 141
Chapter 142
Chapter 143
Chapter 144
Chapter 145
Chapter 146
Chapter 147
Chapter 148
Chapter 149
Chapter 150
Chapter 119 →
1
Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ.
2
Вӑл пӗлтернине уякансем, Ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шыракансем телейлӗ.
3
Вӗсем йӗркесӗр ӗҫ тумаҫҫӗ, Унӑн ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ.
4
Эсӗ Хӑв хушнине ҫирӗп тытса тӑма хушнӑ.
5
Эх, Санӑн йӗркӳсене туса тӑмашкӑн манӑн ҫулӑм-йӗрӗм вӗсен енне кайинччӗ!
6
Вара, Санӑн пур ӳкӗтне те туса тӑнӑҫем, намӑса юлман пулӑттӑм;
7
Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсене вӗренсе, Сана таса кӑмӑлтан аслӑлӑттӑм.
8
Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пырам; йӑлтах ан пӑрахсамччӗ мана.
9
Хӑйӗн ҫулне яш ачан епле таса тытмалла-ха? — Хӑйне хӑй Санӑн сӑмахупа сыхласа.
10
Сана пӗтӗм чӗремрен шыратӑп; мана Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнса кайма ан парсамччӗ.
11
Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе Санӑн сӑмахна чӗрем тӗпӗнчех тытатӑп.
12
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ мухтавлӑ! Ху панӑ йӗркесене вӗрент мана.
13
Чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн хушнине-вӗрентнине чӗлхе-ҫӑварӑмпа пӗлтерсе тӑтӑм.
14
Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенӗн ҫулӗсемшӗн савӑнатӑп, мулпа савӑннинчен ытларах савӑнатӑп.
15
Санӑн ӳкӗтӳсем ҫинчен шухӑшлатӑп, Санӑн ҫулусем ҫине пӑхатӑп.
16
Эсӗ панӑ йӗркесемпе лӑпланатӑп, Санӑн сӑмахна манмастӑп.
17
Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх кӑтартсамччӗ — чӗрӗ пулам, Санӑн сӑмахна тытса пурӑнам.
18
Куҫӑма уҫсамччӗ, вара Санӑн саккунун кӗтречӗсене курӑп.
19
Тӑван ҫӗршывӑмра эпӗ — ют ҫӗр ҫынни пек; Хӑвӑн ӳкӗтӳсене манран ан пытарсамччӗ.
20
Кирек хӑҫан та чунӑм Санӑн йӗркӳсемшӗн тӗмсӗлет.
21
Эсӗ мӑнаҫлисене пусартӑн, Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнакансене ылхантӑн.
22
Ман ҫийӗмрен мӑшкӑла, хурлӑха сирсемччӗ: эпӗ Эсӗ пӗлтернине упратӑп.
23
Пуҫлӑхсем эпӗ юнашар чухнех мана хирӗҫ каварлашса лараҫҫӗ, Санӑн чуру вара ҫавӑн чухне те Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлать.
24
Эсӗ пӗлтерни — манӑн лӑпланӑҫӑм, [Эсӗ панӑ йӗркесем] — мана канаш паракансем.
25
Манӑн чунӑм вӗҫнех ҫитрӗ; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.
26
Эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен каларӑм та — Эсӗ мана илтрӗн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.
27
Ху хушнӑ йӗркесенӗн ҫулне ӑнласа илме пар мана, эпӗ Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен шухӑшлам.
28
Ӗнтӗ хӗн-асапа пула чунӑм халсӑрланчӗ: Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлетсем мана.
29
Ултав ҫулне манран аякка яр, Хӑвӑн саккунупа хӗрхенсем мана.
30
Санӑн сутусене умӑмра тытса эпӗ чӑнлӑх ҫулне суйласа илтӗм.
31
Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесем ҫумне ҫыпӑҫӑнтӑм; намӑса ан хӑварсамччӗ мана.
32
Эсӗ манӑн чӗреме анлӑлатсассӑн, эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсен ҫулӗпе чупсах кайӑп.
33
Эй Ҫӳлхуҫа, мана Хӑвӑн йӗркӳсенӗн ҫулне кӑтартсам, эпӗ мӗн виличченех ҫав ҫулпа пырӑп.
34
Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп, ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп.
35
Хӑвӑн ӳкӗтӳсен сукмакӗ ҫине тӑратсам мана — эпӗ ҫавна кӑмӑллатӑп.
36
Кӑмӑлӑма мул-пурлӑх енне мар, Ху пӗлтернӗ йӗркесем енне ҫавӑр.
37
Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар; Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.
38
Хӑвӑн чурушӑн Хӑвӑн сӑмахна тытсам — Санӑн умӑнта хӑраса тӑмалла пултӑр.
39
Хама хӑратса тӑракан мӑшкӑла ман ҫинчен сирсе яр: Санӑн сутусем тӳрӗ.
40
Акӑ эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене кӑмӑлларӑм; Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе чӗрӗ усрасам мана.
41
Санӑн сӑмахупа, эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман патӑма Санӑн ырӑлӑху, Эсӗ ҫӑласси ҫитинччӗ —
42
вара хама хурлакана хирӗҫ тавӑрса калӑп: эпӗ Санӑн сӑмахна шанатӑп.
43
Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп;
44
Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп;
45
эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм;
46
Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп;
47
Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп;
48
Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.
49
Хӑвӑн чуруна панӑ сӑмахна асна илсем, Эсӗ мана ҫавна шанса тӑма хушнӑччӗ:
50
Санӑн сӑмаху мана вӑй-хал парса тӑчӗ, хӗн-асапӑмра мана ҫавӑ лӑплантарчӗ.
51
Мӑнаҫлисем мана темӗн тӗрлӗ те мӑшкӑлларӗҫ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунунтан пӑрӑнмарӑм.
52
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗмӗр-ӗмӗрхи сутусене аса илеттӗм те — лӑпланаттӑм.
53
Усал ҫынсене, Санӑн саккунна пӑрахакансене, курсассӑн чунӑм ҫӳҫенет.
54
Ют ҫӗрте ҫӳренӗ чухне Санӑн йӗркӳсем маншӑн юррӑмсем пулчӗҫ.
55
Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗрле Санӑн ятна асӑнаттӑм, Санӑн саккунна асра тытаттӑм.
56
Вӑл маншӑн хамӑн пулчӗ: Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.
57
Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫапла каларӑм: манӑн пайӑм — Санӑн сӑмахна уяса пурӑнасси, терӗм.
58
Сана пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм: Хӑвӑн сӑмахушӑн хӗрхенсем мана.
59
Хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫинчен шухӑшларӑм, Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани енне ҫул тытрӑм.
60
Санӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнма васкарӑм, вӑраха ямарӑм.
61
Мана усал ҫынсен танати ҫавӑрса илчӗ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунна манмарӑм.
62
Сана тӳрӗ сутусемшӗн мухтамашкӑн эпӗ ҫӗр варринчех тӑраттӑм.
63
Эпӗ — Санран хӑракансемпе, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнакансемпе пӗрле.
64
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ҫӗр тулли; Ху панӑ йӗркесене вӗрентсем мана.
65
Хӑвӑн сӑмахупа Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурушӑн ырӑлӑх турӑн.
66
Ӑслӑ-тӑнлӑ пулма, пӗлсе тӑма вӗрентсем мана: эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене ӗненетӗп.
67
Асап куриччен эпӗ аташса пурӑнтӑм; халӗ вара Санӑн сӑмахна уяса пурӑнатӑп.
68
[Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ ырӑ, ырӑлӑх тӑватӑн; Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.
69
Мӑнаҫлисем ман ҫинчен суя сӑмах хайлаҫҫӗ; эпӗ вара пӗтӗм чӗререн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнӑп.
70
Вӗсен чӗри мӑнтӑрланнӑ, самӑр аш пек пулса кайнӑ; эпӗ вара Санӑн саккунупа лӑпланатӑп.
71
Асап тӳсни маншӑн ырӑ пулчӗ: эпӗ Санӑн йӗркӳсене ӑнласа илтӗм.
72
Эсӗ пӗлтернӗ саккун маншӑн — ылтӑн-кӗмӗл кӳмерккинчен те паха. Мухтав:
73
Мана Санӑн аллу пултарнӑ, туса ҫитернӗ; ӑса кӗрт мана, Санӑн ӳкӗтӳсене вӗренсе ҫитем.
74
Санран хӑракансем мана курӗҫ те — эпӗ Санӑн сӑмахна шаннӑшӑн савӑнӗҫ.
75
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сутусем тӳрӗ иккенне, Эсӗ мана тивӗҫлипе хӗн кӑтартнине пӗлетӗп.
76
Хӑвӑн чуруна каланӑ сӑмахна кура Санӑн ырӑлӑху мана лӑплантаринччӗ.
77
Хӗрхенекен кӑмӑлу мана ҫитинччӗ, вара эпӗ пурӑнӑп: мана Санӑн саккуну лӑплантарать.
78
Мӑнаҫлисем намӑса юлӗҫинччӗ: вӗсем мана суя-ултавпа хӗсӗрлеҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлатӑп.
79
Санран хӑракансем, Эсӗ пӗлтернине пӗлекенсем ман енне ҫаврӑнӗҫинччӗ.
80
Санӑн йӗркӳпе пурӑнса манӑн чӗрем таса тӑринччӗ, эпӗ намӑсланмӑпинччӗ.
81
Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе чунӑм халсӑрланать; Санӑн сӑмахна шанса тӑратӑп.
82
Эсӗ мана хӑҫан лӑплантарӑн-ши? тесе йӑлӑннӑ чухне Санӑн сӑмахна кӗтсе куҫӑм халсӑрланать.
83
Эпӗ пас тытнӑ сӑран хутаҫ пек пултӑм, ҫавах Эсӗ панӑ йӗркесене манмарӑм.
84
Санӑн чурун кунҫулӗ мӗн чухлӗ вара? Мана хӗсӗрлекенсене хӑҫан сут тӑвӑн?
85
Мӑнаҫлисем, Санӑн саккунна пӑхӑнманскерсем, ман валли шӑтӑк алтрӗҫ.
86
Санӑн пур ӳкӗтӳ те — чӑн; мана вырӑнсӑрах хӗсӗрлеҫҫӗ: пулӑшсам мана;
87
мана ҫӗрӗм ҫинче кӑшт ҫеҫ пӗтермерӗҫ, эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑрахмарӑм.
88
Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран чӗрӗ усрасам мана, Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине уяса пурӑнам.
89
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сӑмаху тӳпере — ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ;
90
Санӑн шанчӑклӑху — сыпӑкран сыпӑка. Эсӗ ҫӗре пултарнӑ та — вӑл ҫав-ҫавах тӑрать.
91
Эсӗ мӗнле палӑртнӑ — пурте халичченех ҫапла тӑрать: пур япала та Сана пӑхӑнать.
92
Мана Санӑн саккуну лӑплантарман пулсассӑн, эпӗ инкек-синкекӗмпех пӗтеттӗм.
93
Эсӗ хушнӑ йӗркесене ӗмӗрне те манмӑп: Эсӗ мана ҫавсемпе чӗртетӗн.
94
Эпӗ — Санӑн, ҫӑлсамччӗ мана: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм.
95
Усал ҫынсем мана пӗтересшӗн сыхласа тӑраҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ пӗлтернине тарӑнрах тимлетӗп.
96
Эпӗ пур ӗҫӗн-япаланӑн вӗҫӗ пуррине куртӑм, Санӑн ӳкӗтӳ анчах вӗҫӗмсӗр анлӑ.
97
Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп.
98
Санӑн ӳкӗтӳ мана тӑшманӑмсенчен ӑслӑрах турӗ: вӑл яланах манпа пӗрле.
99
Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп.
100
Эпӗ ватӑсенчен те ытларах пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.
101
Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп;
102
Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп: мана Эсӗ вӗрентетӗн.
103
Ман пырӑмшӑн Санӑн сӑмахусем епле тутлӑ! чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн пылран та паха.
104
Эпӗ санӑн йӗркӳсемпе ӑса кӗретӗп; ҫавӑнпа кирек мӗнле суя ҫула та кураймастӑп.
105
Санӑн сӑмаху манӑн урана ҫутӑ кӑтартать, манӑн сукмака ҫутатать.
106
Эпӗ Санӑн тӳрӗ сутусене уяма тупа турӑм, ҫапла тӑвӑп та.
107
Эй Ҫӳлхуҫа, питӗ тертленетӗп эпӗ; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсемччӗ мана.
108
Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗккӗн кӳрекен парнене йышӑнма кӑмӑл тусамччӗ, мана Хӑвӑн сутусене вӗрентсемччӗ.
109
Манӑн чунӑм яланах хӑрушлӑх аллинче, ҫавах Санӑн саккунна манмастӑп.
110
Усал ҫынсем ман валли таната карчӗҫ, эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесенчен пӑрӑнмарӑм.
111
Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм: вӗсем манӑн чӗреме савӑнтараҫҫӗ.
112
Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех, мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм.
113
Иккӗллӗ чӗреллисене кураймастӑп, Санӑн саккунна юрататӑп.
114
Эсӗ — манӑн хӳттӗм, манӑн хулканӑм; Санӑн сӑмахна шанатӑп.
115
Эй йӗркесӗр ҫынсем, пӑрӑнӑр ман патӑмран, эпӗ Туррӑм ӳкӗчӗсене уяса пурӑнам.
116
Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлентер мана, чӗрӗ пулам; ӗмӗтӗме ҫитермесӗр намӑса ан хӑварсам мана;
117
хунтӑла мана — вара ҫӑлӑнӑп; Санӑн йӗркӳсем тӗлӗшӗнчен тимлӗрен тимлӗ пулӑп.
118
Эсӗ Хӑвӑн йӗркӳсенчен ютшӑнакансене пурне те ӳкеретӗн, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чеелӗхӗ — суя.
119
Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм йӗркесӗр ҫынна Эсӗ ҫунчӑк пек шӑлса пӑрахатӑн; ҫавӑнпа эпӗ Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине юрататӑп.
120
Санран хӑранипе ӳтӗм чӗтӗресе тӑрать, Санӑн сутусенчен хӑратӑп.
121
Эпӗ сут турӑм, тӳррине турӑм; хама хӗсӗрлекенсен аллине ан парсамччӗ мана.
122
Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх туса ӑна хӳтӗлесемччӗ: мӑнаҫлисем мана ан хӗсӗрлейччӗр.
123
Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе, Санӑн чӑнлӑхун сӑмахне кӗтсе куҫӑм вӑйран сулӑнать.
124
Хӑв ырӑлӑхлӑ пулнине кура Хӑвӑн чуруна ырӑ ту, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.
125
Эпӗ — Санӑн чуру: ӑса кӗрт мана, Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ӑнласа ҫитем.
126
Ҫӳлхуҫанӑн пикенме вӑхӑт ӗнтӗ: Санӑн саккунна пӑсса пӗтерчӗҫ.
127
Эпӗ вара Санӑн ӳкӗтӳсене ылтӑнран, таса ылтӑнран та ытларах юрататӑп,
128
ҫавӑнпа та Эсӗ хушнӑ пур йӗркене те, пурне те тӗрӗс тесе йышӑнатӑп; кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп.
129
Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ытарма та ҫук; ҫавӑнпа чунӑм вӗсене астусах тӑрать.
130
Санӑн сӑмахусем пӗлтерни юмарт ҫынсене ҫутӑлтарать, ӑса кӗртет.
131
Ҫӑварӑма уҫатӑп та ахлататӑп: Санӑн ӳкӗтӳсемшӗн ҫунатӑп. Мухтав:
132
Хӑвӑн ятна юратакансене хӗрхеннӗ пек ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана.
133
Манӑн урана Хӑвӑн сӑмахун ҫулӗ ҫине тӑрат, нимӗнле йӗркесӗр ӗҫ те мана ан ҫӗнтерейтӗр;
134
этем пусмӑрлассинчен хӑтар мана, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнам;
135
чуруна Хӑвӑн сӑну ҫутипе ҫутӑлтар, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.
136
Санӑн саккунна уямаҫҫӗ, ҫавӑнпа куҫӑмран куҫҫуль шыв пек юхать.
137
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ, Санӑн сутусем тӗрӗс.
138
Эсӗ пӗлтернӗ-уҫса панӑ йӗркесем — тӳрӗ, пӗтӗмпех чӑн.
139
Манӑн тӑшмансем Санӑн сӑмахусене манчӗҫ, ҫавӑнпа ҫунса тухатӑп.
140
Санӑн сӑмаху тасаран та таса, Санӑн чуру ӑна юратать.
141
Эпӗ пӗчӗк ҫын, мана хисепе те хумаҫҫӗ, ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене манмастӑп.
142
Санӑн тӳрӗлӗхӳ — ӗмӗрхи тӳрӗлӗх, Санӑн саккуну — чӑнлӑх.
143
Мана хӗн-асап та хурлӑх ҫитрӗ; мана Санӑн ӳкӗтӳсем лӑплантараҫҫӗ.
144
Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани — ӗмӗрлӗхе тӗрӗс: ӑса кӗрт мана, вара чӗрӗ пулӑп.
145
Пӗтӗм чӗремрен тархаслатӑп: эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ мана, Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пурӑнам.
146
Сана йӑлӑнса чӗнетӗп: ҫӑлсамччӗ мана, Эсӗ пӗлтернине уяса тӑрам.
147
Ҫутӑличченех тӑратӑп та тархаслатӑп; Санӑн сӑмахна шанса пурӑнатӑп.
148
Санӑн сӑмахна тимлемешкӗн куҫӑм ирхи хурал черечӗ ҫитичченех уҫӑлать.
149
Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑ кӑмӑлупа манӑн сассӑма илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн сутупа чӗртсемччӗ мана.
150
Ултавлӑ шухӑш тытакансем ҫывӑхарчӗҫ; вӗсем Санӑн саккунунтан аякра.
151
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ҫывӑхрах, Санӑн пӗтӗм ӳкӗтӳ шанчӑклӑ.
152
Хӑв пӗлтернӗ йӗркесенчен Эсӗ ҫакна ӗмӗрлӗхе хывнине эпӗ малтанах пӗлтӗм.
153
Хӗн-асапӑма курсамччӗ, хӑтарсамччӗ мана: эпӗ Санӑн саккунна манмастӑп.
154
Ӗҫӗм хутне кӗрсе хӳтӗлесем мана; Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.
155
Ҫӑлӑнӑҫ — усал ҫынсенчен аякра: вӗсем Эсӗ панӑ йӗркесене шырамаҫҫӗ.
156
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн — иксӗлми ырӑлӑх; Хӑвӑн сутупа чӗртсем мана.
157
Мана хӗсӗрлекенсем, тӑшмансем нумаййӑн, эпӗ ҫавах Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенчен пӑрӑнмастӑп.
158
Санран ютшӑнакансене куратӑп та — йӗрӗнетӗп: вӗсем Санӑн сӑмахна уямаҫҫӗ.
159
Курсамччӗ — Эсӗ хушнӑ йӗркесене эпӗ епле юрататӑп; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ пулнӑран чӗртсемччӗ мана.
160
Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн, Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсем пурте — ӗмӗрлӗхе.
161
Пуҫлӑхсем мана пӗр айӑпсӑр ҫӗртен хӗсӗрлеҫҫӗ, чӗрем вара Санӑн сӑмахӑнтан ҫеҫ хӑрать.
162
Санӑн сӑмахушӑн эпӗ пысӑк тупӑш тупнӑ ҫын пек савӑнатӑп.
163
Суяна кураймастӑп, унран йӗрӗнетӗп; Санӑн саккунна юрататӑп.
164
Тӳрӗ сутусемшӗн Сана кунсерен ҫичӗ хут аслӑласа мухтатӑп.
165
Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук.
166
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса шанатӑп, Санӑн ӳкӗтӳсене пурӑнӑҫа килтеретӗп.
167
Манӑн чунӑм Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене астуса тӑрать, эпӗ вӗсене питех те юрататӑп.
168
Эсӗ хушнӑ йӗркесене, Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене уяса тӑратӑп: манӑн пӗтӗм ҫул-йӗрӗм — Санӑн умӑнта.
169
Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Санӑн умна ҫывӑхаринччӗ; Хӑвӑн сӑмахупа ӑса кӗртсем мана.
170
Эпӗ тархаслани Сан умна ҫитинччӗ; Хӑвӑн сӑмахупа хӑтарсам мана.
171
Эсӗ мана Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсе ҫитернипе чӗлхе-ҫӑварӑмра туп-тулли мухтав юрри пултӑр.
172
Чӗлхем Санӑн сӑмахна мухтаса юрлӗ: Санӑн ӳкӗтӳсем пурте тӳрӗ.
173
Санӑн аллу мана пулӑшса тӑринччӗ: Эсӗ хушнӑ йӗркесене йышӑнтӑм эпӗ.
174
Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса тем пек ӗмӗтленетӗп, Санӑн саккуну лӑплантарать мана.
175
Чунӑм чӗрӗ пултӑр, Сана аслӑласа тӑтӑр, мана Санӑн сутусем пулӑшчӑр.
176
Ҫухалнӑ сурӑх пек аташса кайрӑм: Хӑвӑн чуруна шыраса тупсамччӗ: эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене манӑҫламарӑм. Мухтав:
← Chapter 117
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 67
Chapter 68
Chapter 69
Chapter 70
Chapter 71
Chapter 72
Chapter 73
Chapter 74
Chapter 75
Chapter 76
Chapter 77
Chapter 78
Chapter 79
Chapter 80
Chapter 81
Chapter 82
Chapter 83
Chapter 84
Chapter 85
Chapter 86
Chapter 87
Chapter 88
Chapter 89
Chapter 90
Chapter 91
Chapter 92
Chapter 93
Chapter 94
Chapter 95
Chapter 96
Chapter 97
Chapter 98
Chapter 99
Chapter 100
Chapter 101
Chapter 102
Chapter 103
Chapter 104
Chapter 105
Chapter 106
Chapter 107
Chapter 108
Chapter 109
Chapter 110
Chapter 111
Chapter 112
Chapter 113
Chapter 114
Chapter 115
Chapter 116
Chapter 117
Chapter 118
Chapter 119
Chapter 120
Chapter 121
Chapter 122
Chapter 123
Chapter 124
Chapter 125
Chapter 126
Chapter 127
Chapter 128
Chapter 129
Chapter 130
Chapter 131
Chapter 132
Chapter 133
Chapter 134
Chapter 135
Chapter 136
Chapter 137
Chapter 138
Chapter 139
Chapter 140
Chapter 141
Chapter 142
Chapter 143
Chapter 144
Chapter 145
Chapter 146
Chapter 147
Chapter 148
Chapter 149
Chapter 150
Chapter 119 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66
67
68
69
70
71
72
73
74
75
76
77
78
79
80
81
82
83
84
85
86
87
88
89
90
91
92
93
94
95
96
97
98
99
100
101
102
103
104
105
106
107
108
109
110
111
112
113
114
115
116
117
118
119
120
121
122
123
124
125
126
127
128
129
130
131
132
133
134
135
136
137
138
139
140
141
142
143
144
145
146
147
148
149
150