bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Luke 20
Luke 20
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
1
Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та:
2
«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ.
3
«Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. – Калӑр-ха Мана, Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?»
5
Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“ – тейӗ Вӑл.
6
„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
7
Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр!» – тесе хуравланӑ.
8
«Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тенӗ вӗсене Иисус.
9
Кайран Иисус халӑха ҫакӑн пек ытарлӑх каласа панӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ та ӑна тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварса хӑй нумайлӑха тухса кайнӑ.
10
Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ.
11
Вара вӑл тата тепӗр чурине янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна та хӗнесе-вӑрҫса нимӗнсӗрех янӑ.
12
Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ.
13
Унтан пахча хуҫи: „Мӗн тӑвам-ши? Юратнӑ ывӑлӑма ярса пӑхам-ха, тен, ӑна курсан, вӑтанӗҫ“, – тенӗ.
14
Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ.
15
Вӗсем вара ӑна пахчаран илсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсене мӗн тӑвӗ?
16
Вӑл килсе ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене парӗ». Ҫак ытарлӑха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултӑрах!» – тенӗ.
17
Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет?
18
Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ», – тенӗ.
19
Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
20
Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ.
21
Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн.
22
Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?»
23
Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ.
24
– Укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана. Ун ҫине кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» Вӗсем Ӑна хирӗҫ: «Патшанне», – тесе тавӑрнӑ.
25
Иисус вӗсене каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра».
26
Ҫапла вӗсем Иисус ҫын ҫинче каланӑ сӑмахӗнче айӑп тупайман, Унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.
27
Кайран Иисус патне вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен саддукейсенчен хӑшӗ-пӗрисем пырса ҫапла ыйтнӑ:
28
«Вӗрентекен, Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин авланнӑ пиччӗшӗ ача-пӑчасӑр вилсен, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.
29
Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑча хӑвармасӑрах вилчӗ.
30
Вара ун арӑмне иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑча хӑвармасӑр вилчӗ.
31
Унтан ҫав хӗрарӑмпа виҫҫӗмӗшӗ пӗрлешрӗ. Ҫапла ҫичӗ тӑванӗ те ӑна качча илчӗҫ, анчах пурте ачаллӑ пулаймасӑрах вилчӗҫ.
32
Пуринчен кайран хӗрарӑмӗ те вилчӗ.
33
Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».
34
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫак пурӑнӑҫра пурӑнакансем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ.
35
Анчах та лери пурӑнӑҫра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ.
36
Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр.
37
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ вырӑн пур. Хуҫамӑр унта ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенӗ.
38
Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Уншӑн пурте чӗрӗ».
39
Вара хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем Ӑна хирӗҫ: «Вӗрентекен, Эсӗ аван каларӑн», – тенӗ.
40
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ:
41
«Епле-ха тата Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?
42
Давид хӑй вара псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Сан тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“.
44
Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
45
Пӗтӗм халӑх Иисус сӑмахне итлесе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ:
46
«Саккун вӗрентӳҫисенчен сыхланӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ; синагогӑра малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
47
Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24