bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Luke 24
Luke 24
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
1
Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
2
Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ.
3
Вара вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Хуҫамӑрӑн ӳчӗ пулман.
4
Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
5
Хӗрарӑмсем питӗ хӑранипе ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чух вӗсем: «Эсир мӗншӗн Чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? – тенӗ.
6
– Иисус кунта ҫук, Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ! Астӑватӑр-и, Галилейӑра чухнех Вӑл сире:
7
„Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ».
8
Вара хӗрарӑмсем Иисус сӑмахӗсене астуса илнӗ.
9
Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
11
Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
12
Ҫапах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла тавӑрӑннӑ.
13
Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ.
14
Ҫул ҫинче вӗсем иртнӗ кунсенче мӗн пулни ҫинчен калаҫса пынӑ.
15
Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмахласа, тавлашкаласа пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывхарнӑ та юнашар утнӑ.
16
Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман.
17
«Эсир мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр, мӗншӗн питӗ салхуллӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
18
Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?»
19
«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ.
20
Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем вара Ӑна вӗлерме суд тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.
21
Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ.
22
Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ,
23
анчах та Унӑн ӳтне тупайман. Тавӑрӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ангелсем вӗсене Иисус чӗрех пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
24
Вара хамӑр ҫынсем те тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ, хӗрарӑмсем каласа пани тӗрӗсех пулнӑ. Вӗсем унта Иисуса Хӑйне курман».
25
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
26
Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?»
27
Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
28
Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывхарнӑ. Иисус татах малалла кайма пуҫтарӑннӑ пек тусан,
29
вӗренекенӗсем Ӑна чарса: «Кун каҫалана сулӑнчӗ ӗнтӗ, атя, пирӗнпе юл», – тенӗ. Вара Иисус вӗсемпе пӗр пӳрте кӗнӗ.
30
Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.
31
Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ.
32
Вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл ҫул ҫинче пирӗнпе калаҫса, Ҫырнине ӑнлантарса пынӑ чух пирӗн чӗресем хавхаланса ҫунмарӗҫ-и вара?»
33
Икӗ вӗренекенӗ ҫавӑнтах тӑнӑ та Иерусалима каялла тавӑрӑннӑ. Унта вӗсем вун пӗр апостолпа ыттисем пӗрле пухӑннӑ ҫӗре пынӑ.
34
Вара пухӑннисем: «Хуҫамӑр чӑннипех чӗрӗлсе тӑнӑ! Вӑл Симона та курӑннӑ», – тенӗ.
35
Икӗ вӗренекенӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине тата ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панинчен хӑйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
36
Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл.
37
Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
38
«Эсир мӗншӗн аптӑраса ӳкрӗр? – тенӗ вӗсене Иисус. – Сирӗн пуҫӑра мӗншӗн унашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ?
39
Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук».
40
Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ.
41
Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ.
42
Вӗренекенӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ тата караслӑ пыл панӑ.
43
Иисус, илсе, вӗсем умӗнчех ҫинӗ.
44
Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».
45
Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ,
46
вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ.
47
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
48
Эсир вара – ҫавна курса-илтсе ҫирӗплетекенсем.
49
Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».
50
Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ.
51
Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.
52
Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ.
53
Ҫав кунран пуҫласа вӗсем ялан Турӑ Ҫуртӗнче пулнӑ, ялан Турра аслӑласа мухтанӑ. Аминь.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24