bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Thessalonians 1
1 Thessalonians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
1
Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
2
Сирӗн Атте Туррӑмӑр умӗнче ӗненсе тунӑ ӗҫӗре, юратса тунӑ ӗҫӗре, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра епле ҫирӗп шанса тӑнине яланах асра тытса, хамӑр кӗллӗмӗрсенче эпир сире аса илсе яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.
4
Эй тӑванӑмӑрсем, Турӑ сире юратнине, Вӑл сире суйласа илнине эпир пӗлетпӗр,
5
мӗншӗн тесессӗн эпир сирӗн патӑрта Ырӑ Хыпар ҫинчен сӑмахпа кӑна мар, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе, чӑнлӑха ҫирӗп ӗненсе вӗрентрӗмӗр — эпир хӑвӑр хушшӑрта сирӗншӗн епле ӗҫленине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.
6
Эсир пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫамӑртан тӗслӗх илтӗр: хӑвӑра мӗнле хӗсӗрленине пӑхмасӑр Таса Сывлӑш панӑ Ырӑ Хыпара йышӑнтӑр;
7
ҫапла эсир Македонипе Ахаири пур ӗненекеншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.
8
Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗ сирӗн патӑртан Македонипе Ахаине ҫити ҫеҫ сарӑлмарӗ, эсир Турра ӗненни ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ — пирӗн ӗнтӗ нимӗн каламалли те ҫук.
9
Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр,
10
ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5