bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Thessalonians 4
1 Thessalonians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
1
Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр.
2
Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр.
3
Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр;
4
хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр,
5
Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр;
6
хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ.
7
Турӑ пире ирсӗр пурӑнма мар, таса пурӑнма чӗнсе илнӗ.
8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак сӑмаха хисепе хуман ҫын этеме мар, пире Хӑйӗн Таса Сывлӑшне панӑ Турра хисепе хумасть.
9
Тӑвана юратасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ,
10
эсир пӗтӗм Македонири тӑванӑрсемпе пуринпе те ҫапла пурӑнатӑр. Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр;
11
эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр.
12
Вара сире суя тӗнлисем те хисеплӗҫ, сирӗн нимӗн ҫитменни те пулмӗ.
13
Эй тӑвансем, шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
14
Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ.
15
Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр,
16
Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ;
17
унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
18
Ҫапла ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫак сӑмахсемпе лӑплантарӑр.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5