bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Thessalonians 2
2 Thessalonians 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр:
2
Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр.
3
Сире никам та ниепле те илӗртсе ан улталайтӑр. Ҫав кун ҫитиччен малтан Турӑран хӑпӗҫ, унтан ҫылӑх ҫынни, пӗтес ывӑл, килӗ;
4
ҫавӑ вара Турра хирӗҫ тӑрӗ, «турӑ» тенисенчен те, мӗн таса-сӑваплӑ тесе хисепленинчен те хӑйне хӑй асла хурӗ; хӑйне Турӑ тесе, Турӑ Ҫуртӗнче Турӑ пек ларӗ.
5
Астумастӑр-и-мӗн? эпӗ ун ҫинчен сире хӑвӑр патӑрта чухнех каланӑччӗ.
6
Хӑй вӑхӑтӗнче килме ҫав ҫынна мӗн чарса тӑнине халӗ эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.
7
Йӗркесӗр ӗҫе вӑрттӑн тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе халлӗхе чарса тӑраканни кайсассӑнах
8
ҫав йӗркесӗр ҫын уҫҫӑн курӑнӗ. Хӑй килнӗ кун Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ӑна пӗрре вӗрнипех пӗтерсе пӑрахӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ ҫутипе тӗп тӑвӗ.
9
Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ;
10
пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ.
11
Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене улталанмалла тӑвать, вара вӗсем суяна ӗненеҫҫӗ;
12
суяна юратса чӑннине ӗненменнисем вара пурте айӑпа юлӗҫ.
13
Эй Ҫӳлхуҫа юратакан тӑвансем, чӑннине ӗненнӗшӗн Турӑ сире, Таса Сывлӑшпа тасатса, малтанах ҫӑлӑнма суйласа илнӗ, ҫавӑнпа пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла.
14
Ҫав ҫӑлӑнӑҫа тупма, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн мухтавне курма Турӑ сире эпир хӑвӑра пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ.
15
Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир сире сӑмахпа каласа е ҫыру ярса вӗрентнине ҫирӗп тытса тӑрӑр.
16
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр
17
сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр, мӗн вӗрентнине пурне те ҫирӗп тытса тӑма паччӑр, ырӑ ӗҫ туса пурӑнмалла туччӑр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3