bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Thessalonians 3
2 Thessalonians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ хӑвӑр патӑрти пекех сарӑлтӑр, мухтава тухтӑр;
2
киревсӗр ҫынсенчен, усал ҫынсенчен пирӗн хӑтӑлмалла пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пуртех ӗненмеҫҫӗ.
3
Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, Вӑл сире тӗреклӗ тӑвӗ, усалтан сыхлӗ.
4
Эпир хӑвӑра мӗн хушнине эсир Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе унччен мӗнле пурӑнӑҫласа пынӑ, малашне те ҫаплах пурӑнӑҫласса шансах тӑратпӑр.
5
Ҫӳлхуҫа сирӗн чӗрӗре Турӑ юратӑвӗ енне, Христос тӳсӗмлӗхӗ енне ҫавӑртӑр.
6
Эй тӑвансем, эпир сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе хистесех калатпӑр: вӑхӑтне ӗҫсӗр ирттерекен, эпир вӗрентнӗ пек пурӑнман тӑвансенчен аякра тӑрӑр.
7
Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр,
8
никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр —
9
эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ.
10
Хӑвӑр патӑрта чухне эпир сире: «ӗҫлес мар теекен ан ҫитӗр те» теттӗмӗр.
11
Эпир ӗнтӗ ҫакна илтрӗмӗр: ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ иккен, хӑйсем нимӗн те тумаҫҫӗ, хӑйсем пур ӗҫе те пуҫне чикеҫҫӗ тет.
12
Ун пеккисене Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкӗтлесе, хытарсах калатпӑр: вӗсем пӗр шавламасӑр ӗҫлесе хӑйсен ҫӑкӑрне ҫиччӗр.
13
Эй тӑвансем, эсир вара малашне те ӗшенме пӗлмесӗр ырӑ туса пурӑнӑр.
14
Кам та пулин эпир ҫак ҫырура мӗн ҫырнине итлемесен, эсир ӑна астуса тӑрӑр та, ӑна вӑтантармашкӑн, унпа ан хутшӑнӑр;
15
ҫавах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртме тӑрӑшӑр.
16
Канӑҫлӑх паракан Ҫӳлхуҫа кирек хӑҫан та, пур ӗҫре те сире Хӑй канӑҫлӑх патӑр. Сирӗнпе пуринпе те Ҫӳлхуҫа пултӑр!
17
Эпӗ, Павел, сире хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп, манӑн пур ҫырӑвӑм та ҫавӑнтан паллӑ; эпӗ ҫапла ҫыратӑп:
18
сире пурсӑра та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ пултӑр. Аминь.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3