bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joel 1
Joel 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Ҫӳлхуҫа Иоиле, Вафуил ывӑлне, каланӑ сӑмах.
2
Итлӗр ҫакна, ватӑсем, ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пурсӑр та тӑнлӑр: ҫакӑн пекки сирӗн ӗмӗрте е сирӗн аҫӑрсен ӗмӗрӗнче пулнӑ-и?
3
Ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр ачӑрсене каласа пӗлтерӗр; сирӗн ачӑрсем хӑйсен ачисене, ачӑрсен ачисем ҫитес ӑрусене каласа паччӑр.
4
Тырӑ хуртӗнчен юлнине хӗрлӗ шӑрчӑк ҫинӗ, хӗрлӗ шӑрчӑкран юлнине хуртсем ҫинӗ, хуртсенчен тӑрса юлнине нӑрӑсем ҫисе янӑ.
5
Ӗҫкӗҫӗсем, вӑранӑр, эрех ӗҫекенсем, пурте иҫӗм ҫырли сӗткенӗшӗн макӑрӑр, ӗсӗклесе йӗрӗр — ӑна сирӗн ҫӑвартанах туртса илчӗҫ!
6
Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ; шӑлӗсем унӑн — арӑслан шӑлӗсем, янах шӑммийӗсем унӑн — ама арӑсланӑнни евӗр.
7
Вӑл манӑн иҫӗм йывӑҫӗсен аврине ҫаратса хӑварчӗ, манӑн смоква йывӑҫне хуҫса пӗтерчӗ, ҫырлине пуҫтарса илсе ҫап-ҫара тӑратса хӑварчӗ; турачӗсем унӑн шап-шурӑ пулса юлчӗҫ.
8
Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!
9
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси чарӑнса ларнӑ; священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, йӗреҫҫӗ.
10
Уй-хир пушанса юлнӑ, ҫӗр вырханса выртать: тырра пӗтернӗ, иҫӗм сӗткенӗ типнӗ, ҫу йывӑҫӗ шанса ларнӑ.
11
Эй ҫӗр ӗҫлекенсем, намӑсланса хӗрелӗр, иҫӗм ҫырли пахчаҫисем, тулӑпа урпашӑн хурланса йӗрӗр, мӗншӗн тесен ӗлкӗрнӗ тырӑ хиртех пӗтрӗ.
12
Иҫӗм йывӑҫӗсен аврисем типсе ларчӗҫ, смоква йывӑҫӗ шанса кайрӗ; нар йывӑҫӗ, пальма, улмуҫҫи, уй-хирти пур йывӑҫ та типсе хӑрчӗ; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсен савӑнӑҫӗ те путланчӗ.
13
Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.
14
Типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр, ҫак ҫӗршыври ватӑсемпе ытти пур халӑха Ҫӳлхуҫа Туррӑр Ҫуртне чӗнсе пухӑр, Ҫӳлхуҫана тархасласа кӗлтӑвӑр.
15
Ах, мӗнле кун килет! ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑх; вӑл Пурне те Тума Пултаракан янӑ ҫарату пек килет.
16
Хамӑр куҫӑмӑр умӗнчех туртса илмеҫҫӗ-и-ха ҫимӗҫе? Туррӑмӑр Ҫуртӗнчен савӑнӑҫпа хаваслӑха туртса илмеҫҫӗ-и?
17
Тӗштырӑ хӑй йывӑрӑшӗпе пусӑрӑнсах ҫӗрсе кайнӑ, кӗлетсем пушанса юлнӑ, пӳлмесем ишӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесен тырӑ пӗтсе ҫитнӗ.
18
Выльӑх епле макӑрать! вӑкӑр кӗтӗвӗсем сӳрӗккӗн ҫӳреҫҫӗ: вӗсене ҫиме курӑк ҫук; сурӑх кӗтӗвӗсем те асапланаҫҫӗ.
19
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана тархаслатӑп; пушхирти ешӗл кӗтӳлӗхсене вирт ҫунтарса ячӗ, уй-хирти пур йывӑҫа та ҫулӑм ӗнтсе хӑварчӗ.
20
Ӗнтӗ хирти чӗрчунсем те Сана тилмӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен юхӑм шывсем типсе ларчӗҫ, пушхирти кӗтӳлӗхсене вут ҫунтарса тӗп турӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3