bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joel 2
Joel 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, Манӑн таса тӑвӑм ҫинчен хӑрушлӑх хыпарне пӗлтерӗр; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑччӑр: Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхарса килет — ҫывӑхрах вӑл,
2
тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтлӗ те тӗтреллӗ кун: шутсӑр йышлӑ та вӑйлӑ халӑх сӑрт-тусем тӑрӑх ирхи шуҫӑм пек сарӑлать, ҫакӑн пекки ӗмӗрне те пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та сыпӑкран сыпӑка та пулмӗ.
3
Ун умӗнче вут ҫунтарса пырать, ун хыҫӗнче вара ҫулӑм ӗнтет; ун умӗнче ҫӗр Эдем пахчийӗ пек, ун хыҫӗнче пушанса юлнӑ ҫеҫенхир пулӗ, унран никам та ҫӑлӑнса юлаймӗ.
4
Пӑхма вӑл лаша пек курӑнать, чупасса та вӗсем юланут пек сиккипе чупаҫҫӗ;
5
сӑрт-ту тӑррисемпе вӗсем ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек, улӑма хыпса илнӗ вут-ҫулӑм шатӑртатнӑ пек, ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тухнӑ вӑйлӑ халӑх пек сиктерсе пыраҫҫӗ.
6
Ӑна курсан халӑхсем чӗтреме пуҫлӗҫ, пурин те пичӗ шурса кайӗ.
7
Кӗрешӳҫӗсем пекех чупаҫҫӗ вӗсем, хӳме ҫине хӑюллӑ ҫар ҫыннисем пек хӑпарса каяҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пырать, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнмасть.
8
Пӗр-пӗрне таптамаҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн сукмакӗпе пырать, сӑнӑсем ҫине ӳкеҫҫӗ, анчах тӗрӗс-тӗкелех юлаҫҫӗ.
9
Хула тӑрӑх чупаҫҫӗ, хӳме ҫине хӑпараҫҫӗ, ҫуртсем ҫине улӑхаҫҫӗ, вӑрӑсем пек, чӳречерен кӗреҫҫӗ.
10
Вӗсен умӗнче ҫӗр кисренсе илӗ, тӳпе тайӑлса кайӗ, хӗвелпе уйӑх тӗксӗмленӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫутине ҫухатӗҫ.
11
Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ҫарӗ умӗнче сас парӗ: Унӑн ҫарӗ шутсӑр йышлӑ, Унӑн сӑмахне тӑвакан питех те хӑватлӑ; Ҫӳлхуҫамӑр кунӗ аслӑ та питӗ хӑрушӑ, кам чӑтса тӑрайӗ ӑна?
12
Анчах Ҫӳлхуҫа халӗ те калать-ха: типӗ тытса, йӗрсе, хӳхлесе пӗтӗм чӗрӗрпе Ман енне ҫаврӑнӑр, тет.
13
Ҫири тумтирӗре мар, чӗрӗре туртса ҫурӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр енне ҫаврӑнӑр: Вӑл — ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, сире ҫитнӗ хӗн-асапшӑн ӳкӗнет.
14
Кам пӗлет, хӗрхенмӗ-и Вӑл, пиллӗхне — Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫӑкӑр парнипе ҫу, эрех кӳрсе тӑрассине — туртса илмесӗр хӑвармӗ-и?
15
Сион ҫинче трупа кӑшкӑртӑр, типӗ тытма йышӑнӑр, чаплӑ пуху ирттерме пӗлтерсе хурӑр.
16
Халӑха пуҫтарӑр, пуху пухӑр, ватӑсене чӗнӗр, ҫамрӑк ачасемпе кӑкӑр ачисене пуҫтарӑр; кӗрӳ каччӑ хӑйӗн керменӗнчен тухтӑр, кӗҫӗн ҫын пуласси хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухтӑр.
17
Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?»
18
Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
19
Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп.
20
Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.
21
Эй ҫӗрӗмӗр, ан хӑра, савӑн, хӗпӗрте: Ҫӳлхуҫамӑр аслӑ, ҫакна тӑватех Вӑл.
22
Эй чӗрчунсем, ан хӑрӑр: пушхирти кӗтӳлӗхсем курӑк ӳстерӗҫ, йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрӗ, смоква йывӑҫӗпе иҫӗм йывӑҫӗ хӑй вӑйне кӑтартӗ.
23
Эй эсир, Сион ачисем, Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн савӑнӑр, хӗпӗртесе тӑрӑр: Вӑл сире ҫумӑр виҫеллӗ парса тӑрӗ, ҫумӑрне сирӗн валли, ӗлӗкхи пекех, малтанхи ҫумӑр, кайранхи ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ.
24
Вара йӗтем тулли тырӑ тулӗ, ҫу-сӗткен юхтаркӑчӗ айӗнчи шансем иҫӗм ҫырли сӗткенӗпе, йывӑҫ ҫӑвӗпе туп-тулли тулса тӑкӑнӗҫ.
25
Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире.
26
Вара тӑраниччен ҫийӗр, тутӑ пулӑр, хӑвӑра тӗлӗнмелле хӑват кӑтартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ятне мухтаса тӑрӑр, текех Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлмӗ.
27
Вара Эпӗ Израиль хушшинче пулнине, Эпӗ хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне, урӑххи ҫуккине, Манӑн халӑхӑм ӗмӗрне те намӑса юлас ҫуккине ӑнланса илӗр.
28
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫапла пулӗ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп, сирӗн ывӑлӑрсемпе сирӗн хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн ваттӑрсем тӗлӗксем тӗлленӗҫ, сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ.
29
Ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп.
30
Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те паллӑсем — юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм — кӑтартӑп.
31
Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.
32
Вара ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ; ӗнтӗ ҫӑлӑнӑҫ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра пулӗ; ыттисемшӗн те, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнисемшӗн, ҫаплах пулӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3