bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Titus 1
Titus 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Турӑ чури Павел — Турӑ суйласа илнисене ҫирӗп ӗнентермешкӗн, чӑнлӑха пӗлтермешкӗн, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентмешкӗн, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ килессе, Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ тӗнчене пултаричченех пама пулнӑ пурӑнӑҫ килессе шантармашкӑн Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер (палӑртнӑ вӑхӑтра Турӑ Хӑйӗн Сӑмахне тӗнчене килтернӗ, ун ҫинчен каласа ҫӳреме Ҫӑлакан Туррӑмӑр мана шанса хушнӑ) —
4
хампа пӗр тӗне тытнипе чӑн ывӑлӑм пулса тӑракан Тита: Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран, хамӑра Ҫӑлаканран, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
5
Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла:
6
пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.
7
Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар,
8
иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ,
9
чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать:
10
пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай,
11
ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
12
Вӗсенӗн хӑйсенӗнех пӗр пророкӗ: «Крит ҫыннисем ялан суеҫтереҫҫӗ, вӗсем — усал тискер кайӑксем, харам пырсем» тенӗ.
13
Ҫав сӑмах тӗрӗс. Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене вирлӗ питле — вӗсем тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр,
14
иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнакан ҫынсем хунӑ йӗркесене ан итлеччӗр.
15
Таса ҫынсемшӗн пурте таса; ирсӗрленнисемшӗн, ӗненменнисемшӗн таси нимӗн те ҫук; вӗсенӗн ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те ирсӗрленнӗ.
16
Вӗсем: «Турра пӗлетпӗр» теҫҫӗ, анчах хӑйсем ирсӗр пирки, пӑхӑнман пирки, нимӗн ырри те тума пултарайман пирки ӗҫӗсемпе Унран уйрӑлаҫҫӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3