bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Titus 3
Titus 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Эсӗ вӗсене астутарсах тӑр: вӗсем аслӑ ҫынсене, пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулччӑр,
2
никама та усал ан калаччӑр, вӑрҫчан ан пулччӑр, лӑпкӑ пулччӑр, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр.
3
Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр.
4
Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн,
5
Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ;
6
Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.
8
Ҫак сӑмах тӗрӗс; эсӗ ӑна уҫҫӑн каласах тӑр — Турра ӗненекен ҫынсем ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшчӑр: этемшӗн ҫавӑ аван, ҫавӑ вӗсене усӑ кӳрет.
9
Ӑссӑрланса тавлашса калаҫасран, йӑх-кӑк тишкересрен, саккун ҫинчен тавлашса вӑрҫасран пӑрӑн — вӑл усӑллӑ мар, пушӑ сӑмах анчах.
10
Тӗне пӑсса вӗрентекене ӑса кӗртме пӗрре-иккӗ тӑрӑшса пӑх, унтан ӑна пӑрах;
11
пӗлсех тӑр: ун пек ҫын ирсӗрленсе, ҫылӑха кӗрсе хӑйне хӑй айӑпа хӑварать.
12
Эпӗ сан патна Артема е Тихика ярсассӑн, эсӗ ман патӑма Никополе ҫитме васка: эпӗ хӗле ҫавӑнта ирттерме пултӑм.
13
Зина саккунҫӑна тата Аполлоса ӑсатнӑ чухне вӗсене мӗн кирлине пурне те ҫителӗклӗ парса яма тӑрӑш.
14
Пирӗннисем те ырӑ ӗҫ тума, мӗн кирлине парса тӑма вӗренччӗр, усӑсӑр ан пулччӑр.
15
Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненекенсене, пире юратакансене салам кала. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3