bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zephaniah 1
Zephaniah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Иосия — Амон ывӑлӗ, Иудея патши — пурӑннӑ вӑхӑтра Софонияна Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе каланӑ сӑмах; Софония вӑл Хусий ывӑлӗ пулнӑ, Хусий — Годолия ывӑлӗ, Годолия — Амория ывӑлӗ, Амория вара Езекия ывӑлӗ пулнӑ.
2
Ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа:
3
ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтерсе тӑкӑп, вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, йӗркесӗр пурӑнакансемпе ултава та пӗтерсе тӑкӑп; ҫынсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
4
Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп;
5
ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те,
6
Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
7
Шӑплан Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче! Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫывӑхрах: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа парне кӳмеллине хатӗрлесе хунӑ, кама чӗнмеллине кӑтартса панӑ.
8
Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ кун ҫапла пулӗ: Эпӗ улпутсене, патша ывӑлӗсене, ют халӑхсен тумне тӑхӑнакансене пурне те пырса пӑхӑп;
9
ҫавӑ кун Эпӗ алӑк урати урлӑ сике-сике каҫакансене, хӑйсен Ҫӳлхуҫи Ҫуртне пусмӑрпа ултав тултаракансене пурне те пырса пӑхӑп.
10
Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Пулӑ хапхи умӗнче ҫухӑрни, ытти хапхасем умӗнче ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрӗ, сӑртсем хӑрушшӑн ишӗле-ишӗле анӗҫ.
11
Эй хулан анат енӗнче пурӑнакансем, ӳлесе йӗрӗр: суту-илӳпе пурӑнакан халӑх пӗтӗмпех ҫухалӗ, кӗмӗл пухса тултарнисем тӗп пулӗҫ.
12
Ун чухне ҫапла пулӗ: Эпӗ, ҫутаткӑҫ илсе, Иерусалима пӑхса ҫаврӑнӑп та ҫӗприне ҫӗнетмесӗр пурӑнакансене, хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа ырӑ та, усал та тумасть» теекенсене хаса парӑп.
13
Вӗсен пуянлӑхӗ ыттисен тупӑшӗ пулӗ, ҫурчӗсем юхӑнса пӗтӗҫ; вӗсем ҫуртсем лартӗҫ, анчах унта пурӑнаймӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗҫ, анчах унӑн эрехне ӗҫеймӗҫ.
14
Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа кунӗн сасси те илтӗнет; ун чухне чи паттӑрри те кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ!
15
Ҫакӑ кун — ҫилӗ кунӗ, хуйхӑпа йывӑрлӑх кунӗ, тустарупа аркату кунӗ, тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ, пӗлӗтпе тӗтре кунӗ,
16
хӳмеллӗ хуласемпе ҫӳллӗ пашнесене хирӗҫ ҫӗкленнӗ трупасен сассипе ҫухӑрашу кунӗ.
17
Эпӗ вара ҫынсене хӗссе лартӑп, вӗсем суккӑрсем пек ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ, вӗсен юнӗ тусан пек сапаланӗ, вӗсен ӳчӗ тислӗк пек сапаланса кайӗ.
18
Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗ кун вӗсене хӑйсен кӗмӗлӗ те, ылтӑнӗ те ҫӑлса хӑвараймӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗре Вӑл кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунтарса ярӗ: Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм ҫынна пӗтерӗ, ҫитменнине тата сасартӑк пӗтерӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3