bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zephaniah 2
Zephaniah 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Эй чарусӑр халӑх, хӑвӑра тимлӗ тишкерӗр,
2
палӑртса хуни ҫитиччен — кун хывӑх пекех вӗҫсе иртет вӑл — хӑвӑр ҫине Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫитиччен, хӑвӑршӑн Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗн кунӗ ҫитиччен хӑвӑра тишкерӗр.
3
Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫа саккунне туса тӑракансем, Ҫӳлхуҫана шырӑр, тӳрӗлӗхе шырӑр, йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр; тен, эсир Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче пытанса юлайӑр.
4
Ӗнтӗ Газа хулине пӑрахса кайӗҫ, Аскалон хули пушанса юлӗ, Азот хулине кӑнтӑр кунӗнчех хӑваласа кӑларӗҫ, Екрон хули тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтсе ларӗ.
5
Тинӗс хӗрринчи ҫӗршывра пурӑнакансене, Крит халӑхне, хуйхӑ ҫитӗ! Ханаансем, Филисти ҫӗрӗ, сире Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫитет! Эпӗ сана пӗтерсе тӑкӑп та, сан патӑнта пурӑнакан та пулмӗ.
6
Ҫапла тинӗс хӗрринчи ҫӗршыв кӗтӳре ҫӳрекен сурӑхсен вити, выльӑх-чӗрлӗх карти пулса юлӗ.
7
Ҫакӑ ҫӗр вара Иуда килӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ ҫыннисене лекӗ, унта кӗтӳ кӗтӗҫ, каҫсерен Аскалон ҫурчӗсенче канӗҫ: хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне ҫитӗ те вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗ.
8
Манӑн халӑхӑмран кулса, Моав епле хурласа калаҫнине, Аммон ывӑлӗсем епле хӑртнине, вӗсем унӑн ҫӗрӗнче епле мухтанса пурӑннине илтрӗм Эпӗ.
9
Эпӗ пур! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулӗ, Аммон ывӑлӗсене те, Гоморра пек, вӗлтӗрен пусӗ, вӗсем тӑвар лакӑмӗ пулӗҫ, ӗмӗрлӗхе пушхир пулса юлӗҫ; Манӑн йӑлкӑм вӗсене тупӑш вырӑнне илӗ, Манӑн ҫыннӑмсенчен чӗрӗ юлнисем вӗсене хӑйсен аллинче тытса тӑма пуҫлӗҫ.
10
Ҫакӑ вӑл вӗсен мӑнкӑмӑллӑхӗшӗн, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа халӑхӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑшӑн, ун умӗнче мухтаннӑшӑн пулӗ.
11
Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн хӑрушӑ пулӗ: Вӑл ҫӗр ҫинчи пур турра та пӗтерсе тӑкӗ, пур кӗтесри халӑх та, кашни хӑйӗн вырӑнӗнчен, Ӑна пуҫҫапса пурӑнма тытӑнӗ.
12
Эсир те, Эфиопи ҫыннисем, Манӑн хӗҫ айӗнче вилсе пӗтӗр.
13
Вӑл ӗнтӗ Хӑйӗн аллине ҫурҫӗр енне тӑсӗ те Ассура пӗтерсе пӑрахӗ, Ниневи хулинчен ишӗлчӗк, пушхир пек типӗ вырӑн туса хӑварӗ,
14
ун вырӑнӗнче кӗтӳсем, тӗрлӗ чӗрчунсем канлӗх тупӗҫ; унӑн касса тунӑ эрешӗсем хушшинче пеликансемпе чӗрӗпсем ҫӗр каҫӗҫ; вӗсен сасси чӳречесенчен илтӗнсе тӑрӗ, алӑк юписем те ҫӗмӗрӗлсе пӗтӗҫ, вӗсене сӑрнӑ кедр йывӑҫӗн йӗрӗ те юлмӗ.
15
Акӑ мӗн пулӗ савӑнса тӑракан, ним шухӑшсӑр пурӑнакан, хӑй ӑшӗнче: «эпӗ анчах, мансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук» теекен хулана. Вӑл ӗнтӗ ишӗлчӗк, тискер кайӑксен шӑтӑкӗ пулса юлчӗ! Ун тӗлӗнчен иртекен кирек кам та шӑхӑрса илӗ те аллипе ҫеҫ сулӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3