bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
1 Corinthians 12
1 Corinthians 12
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
1
Эй, тӑвансем! Манӑн сире Турӑ Сывлӑшӗн парнисем пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест.
2
Чӑн Турра пӗлмен чухне пуҫҫапмалли чӗлхесӗр кӗлеткесем патне сире вӑйпах темскер ертсе кайнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
3
Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ.
4
Ҫынсене тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ, анчах та Сывлӑш – пӗрре.
5
Турӑшӑн та ҫынсем тӗрлӗрен тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та Хуҫа Турӑ – пӗрре.
6
Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре.
7
Сывлӑш кашни ҫыннах пӗрлехи ырлӑхшӑн тӑрӑшмашкӑн пултарулӑх панӑ.
8
Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ.
9
Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӗненес пултарулӑх панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах сыватас пултарулӑх панӑ.
10
Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ.
11
Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.
12
Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах.
13
Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр.
14
Ӳт-пӳ вара пӗр пайран мар, нумай пайсенчен тӑрать.
15
«Эпӗ алӑ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн ура ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и?
16
«Эпӗ куҫ мар, эппин ӳт-пӗвӗн те мар», – тесе каланӑшӑн хӑлха ӳт-пӳ пайӗ пулма пӑрахать-и?
17
Пӗтӗм кӗлетке курмалли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе илтӗн? Пӗтӗм кӗлетке илтмелли пайран тӑрсассӑн, мӗнпе шӑршӑ пӗлӗн?
18
Анчах та Турӑ ӳт-пӳ пайӗсене Хӑйне кирлӗ пек пӗр ӳт-пӗве чӑмӑртаса вырнаҫтарнӑ.
19
Пурте ӳт-пӗвӗн пӗр пайӗ пулас пулсассӑн, ӳт-пӗвӗ хӑй ӑҫта пулӗччӗ?
20
Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре.
21
«Эсӗ мана кирлӗ мар», – тесе куҫ алла калаймӗ. Пуҫ та урана: «Эсӗ мана кирлӗ мар», – тееймӗ.
22
Пачах та урӑхла! Чи хавшак пек туйӑнакан ӳт-пӳ пайӗсем кирлӗрех те!
23
Чаплӑ мар текен ӳт-пӳ пайӗсене вара эпир питӗ асӑрхаса упратпӑр.
24
Илемсӗр, намӑс вырӑнсене тирпейлӗн хуплатпӑр, илемлине апла туни кирлӗ те мар. Анчах та Турӑ, тивӗҫсӗр текеннисемшӗн ытларах тӑрӑштарса, пӗтӗм ӳт-пӗве шайлаштарнӑ.
25
Ҫакна Вӑл ӳт-пӳ пайӗсен пӗр-пӗрне уйӑрасси ан пултӑр, пур пайӗ те пӗр-пӗриншӗн пӗрешкел тӑрӑштӑр тесе тунӑ.
26
Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ.
27
Эсир вара – Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑмшарӑн – ӳт-пӳ пайӗсем.
28
Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.
29
Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте хӑват кӑтартакан-и?
30
Пурин те сыватас пултарулӑх пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫаҫҫӗ-и? Тӗрлӗ чӗлхепе каланине пурте ӑнлантарса параяҫҫӗ-и?
31
Ҫапах та пурте тата пысӑкрах пултарулӑх илесчӗ тесе тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире тата лайӑхрах ҫул-йӗр кӑтартса парӑп.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16