bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
1 Corinthians 2
1 Corinthians 2
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
1
Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм.
2
Мӗншӗн тесен эпӗ сире пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен кӑна каласа парас терӗм.
3
Сирӗн патӑра пынӑ чухне эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса чӗтреттӗм, питӗ пӑлханаттӑм.
4
Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.
6
Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар.
7
Эпир Туррӑн вӑрттӑн, халиччен пытарӑнса усраннӑ ӑслӑлӑхне ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Пире мухтава кӑлармашкӑн ҫав ӑслӑлӑха Турӑ тӗнче пуҫланичченех хатӗрлесе хунӑ.
8
Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ.
9
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑйне юратакансем валли Турӑ мӗн хатӗрлесе хунине пӗри те куҫпа курман, хӑлхапа илтмен, ӑспа та шухӑшласа илеймен».
10
Пире вара ҫавна Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса пачӗ, мӗншӗн тесен Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать.
11
Ҫын шухӑшне этемсенчен кам пӗлме пултарӗ? Ҫав ҫын ӑшӗнчи чун-чӗм кӑна пӗлеет. Ҫавнашкалах Турӑ шухӑшне те Турӑ Сывлӑшӗ кӑна пӗлет.
12
Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр.
13
Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.
14
Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.
15
Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын йӑлтах хаклама пултарать, ҫыннине хӑйне никам та хаклаймасть.
16
Хуҫа Турра канаш памашкӑн Унӑн ӑс-хакӑлне пӗлекенӗ пур-и? Пирӗнте вара – Христос ӑсӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16