bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
1 Corinthians 13
1 Corinthians 13
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
1
Этем чӗлхипе калаҫсан та, ангел чӗлхипе калаҫсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ – янӑракан чан е чӑнкӑртатакан кимвал ҫеҫ.
2
Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
3
Эпӗ пӗтӗм пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳт-пӗвӗме вута пӑрахма килӗшсен те, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин мана ҫавӑнтан ним усси те пулас ҫук.
4
Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть,
5
сӗмсӗрленмест, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, усаллине асра тытмасть;
6
суяшӑн мар, чӑнлӑхшӑн савӑнать.
7
Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет.
8
Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ.
9
Мӗншӗн тесен эпир кӑштах пӗлкелетпӗр, кӑштах пророкла калаҫкалатпӑр;
10
чи пахи килсен вара кӑштаххи пӑрахӑҫланӗ.
11
Ача чухне эпӗ ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнланаттӑм. Ар ҫулне ҫитсессӗн ача-пӑча шухӑшне пӑрахрӑм.
12
Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп.
13
Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16