bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Galatians 4
Galatians 4
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
1
Тата калам: еткер илекенӗ мӗн пур пурлӑхӑн хуҫи пулин те, ача чухне чураран нимӗн чухлӗ те уйӑрӑлса тӑмасть.
2
Ашшӗ палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхса ӳстерекенсене, пурлӑхне пӑхса упракансене пӑхӑнса тӑрать.
3
Эпир те ҫаплах, ача шутӗнче чухне ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнса пурӑннӑ.
4
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
5
Пире саккун тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларттарса ывӑллӑха илес тесе Турӑ ҫапла тунӑ.
6
Эсир унӑн ачисем пулнӑран ӗнтӗ сирӗн чун-чӗрӗре Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗн Сывлӑшне янӑ. «Авва, Аттем!» – тесе ҫав Сывлӑш Турра чӗнет.
7
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чура мар, Турӑ ывӑлӗ. Ывӑлӗ пулсассӑн, эппин эсӗ Иисус Христос урлӑ Унӑн еткерне илекенӗ пулатӑн.
8
Тахҫан эсир Турра пӗлменрен турӑ маррисене турӑ тесе пуҫҫапса пурӑннӑ.
9
Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн?
10
Эсир темӗнле кунсемпе уйӑхсене, вӑхӑтсемпе ҫулсене уяса пурӑнатӑр.
11
Эпӗ сирӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑрта вӑй хурса тӑрӑшни харама ан кайтӑрччӗ.
12
Эй, тӑвансем! Ман пек пулӑр тесе сире тархаслатӑп. Эпӗ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кӳрентермерӗр.
13
Эпӗ сире чи малтан Ырӑ Хыпар вӗрентнӗ чухне ӳт-пӗвӗм халсӑр пулнине эсир пӗлнӗ.
14
Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр.
15
Ун чухнехи телейӗр ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ? Ҫакна ҫирӗплетсех калатӑп: ун чухне эсир, кирлӗ пулсан, мана куҫӑрсене кӑларса пама та хатӗрччӗ!
16
Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и?
17
Леш ҫыннисем вӗсем сире ырӑ тӑвас тесе мар, пире пӗр-пӗринчен сивӗтсе, сире хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн тӑрмашаҫҫӗ.
18
Ырришӗн ман умра кӑна мар, яланах тӑрӑшмалла.
19
Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.
20
Ҫак самантра сирӗнпе пӗрле пулӑттӑмччӗ, урӑхларах калаҫӑттӑмччӗ, мӗншӗн тесен халӗ сирӗн пирки ним шухӑшлама та аптӑратӑп.
21
Эй, эсир, саккун йӑлипе пурӑнас текенсем! Каласамӑр мана: саккун мӗне вӗрентнине пӗлетӗр-и эсир?
22
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Пӗри – чура хӗрарӑмран, тепри – ирӗклӗ хӗрарӑмран“.
23
Анчах та чура хӗрарӑмран ҫурални ытти ачасем пекех ӳтрен ҫуралнӑ, ирӗклӗ хӗрарӑмран ҫурални вара Турӑ шантарса панӑ сӑмахран ҫуралнӑ.
24
Ҫакна ытарлӑ каланӑ: икӗ хӗрарӑм икӗ халала пӗлтерет. Пӗри – Синай тӑвӗ ҫинче панӑ йӗрке – Агаре пӗлтерет, унӑн ачисем те чура пулса ҫуралаҫҫӗ.
25
Агарь вӑл Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата хальхи Иерусалимпа тӳр килет, мӗншӗн тесен Иерусалим ачи-пӑчи мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать.
26
Ҫӳл тӳпери Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл – пирӗн аннемӗр.
27
Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Эй, ача тӑвайман, ача ҫуратайман хӗрарӑм, савӑн! Ача ҫуратса асап курманскер, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ма тесен арсӑр арӑмӑн ачи-пӑчи упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай нумайрах!“
28
Эсир те, тӑвансем, Турӑ шантарнӑ сӑмахран Исаак пек ҫуралнӑскерсем.
29
Анчах ун чухне ӳтрен ҫурални Сывлӑшран ҫуралнине епле хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫаплах.
30
Ҫырнинче ун пирки мӗн каланӑччӗ-ха? «Ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер ан илтӗрччӗ тесен, чура хӗрарӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа ямалла», – тенӗ унта.
31
Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансем, эпир чура хӗрарӑм ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ хӗрарӑм ывӑлӗсем.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6