bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Galatians 5
Galatians 5
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
1
Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.
2
Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр.
3
Ӳтне кастаракан кирек епле ҫынна та тата ҫакна калам: унӑн саккуна тӗплӗн пурнӑҫласа тӑмалла.
4
Эсир, хӑвӑра саккунпа тӳрре кӑларас текенсем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр.
5
Эпир вара, ӗненсе Турӑ Сывлӑшне илнӗскерсем, хамӑра Турӑ тӳрре кӑларасса шанса кӗтсе тӑратпӑр.
6
Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.
7
Сирӗн ҫул пуҫламӑшӗ аванччӗ. Кам сире чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрса илсе кайрӗ?
8
Ҫултан пӑрӑнма сире, паллах, хӑвӑра чӗнекен Турӑ хистемен.
9
Сахал кӑвас тӗпех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе хӑпартать.
10
Эсир тек шухӑшӑрсене улӑштармасса, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пуласса шансах тӑратӑп. Сире пӑтратакана вара, вӑл кирек кам пулсан та, айӑплав пулӗ.
11
Эй, тӑвансем! Хӑш-пӗрисем эпӗ халӗ те ӳт кастарасси ҫинчен вӗрентетӗп теҫҫӗ. Эппин мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ халӗ те ӳт кастарас пирки вӗрентнӗ пулсан, хӗрес ҫинчен вӗрентни вӗсене чӑрмантарман пулӗччӗ.
12
Сире пӑтратакансем вара ӳтне кӑна мар, ыттине те йӑлтах кастарччӑр ара!
13
Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.
14
Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
15
Енчен те эсир пӗр-пӗрне кӑшласа-ҫисе пурӑнатӑр пулсан, асӑрханӑр: пӗр-пӗрне тӗппипех пӗтересси патне ҫитсе тухмалла ан пултӑрччӗ!
16
Ҫавӑнпа та эпӗ сире калатӑп: чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр, вара ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каймӑр.
17
Мӗншӗн тесен ӳт-пӳ чун-чӗме хирӗҫлишӗн антӑхать, чун-чӗм вара – ӳт-пӗве хирӗҫлине кӑмӑллать. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫырлахайманран эсир чылай чухне хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑваймастӑр.
18
Сире чун-чӗм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тӑмастӑр.
19
Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх,
20
кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни,
21
курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.
22
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
23
йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест.
24
Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ.
25
Енчен те эпир чун-чӗмпе пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн чун-чӗм хушнине тӑвас пулать.
26
Атьӑр чапшӑн ҫунмасӑр, пӗр-пӗрне тарӑхтармасӑр, пӗр-пӗрне кӗвӗҫмесӗр пурӑнар.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6