bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Galatians 6
Galatians 6
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
1
Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр.
2
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ.
3
Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать.
4
Кашниех хӑйӗн ӗҫне тимлӗ тутӑр, вара вӑл ҫын мухтавне ӑмсанмӗ, хӑйшӗн хӑй мухтавлӑ пулӗ.
5
Кашнин хӑйӗн ҫӗклемӗ.
6
Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр.
7
Ан улталанӑр: Турра хур тума ҫук! Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ.
8
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.
9
Ырӑ туса ывӑнар мар, вӑй-хал пӗтмесен уншӑн эпир вӑхӑт ҫитсен мӗн акнинех вырса илӗпӗр.
10
Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.
11
Малалла хам аллӑмпа ҫыратӑп. Курӑр-ха, сас паллисем епле пысӑк.
12
Ҫын умӗнче мухтавлӑ пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, хӑйсем вара Христос хӗресӗшӗн пире ан хӗсӗрлеччӗр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
13
Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн.
14
Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ.
15
Мӗншӗн тесен Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулас тесессӗн ӳт каснипе касманни ниме те пӗлтермест, пӗлтерӗшли – ҫӗнӗ ҫын пуласси.
16
Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!
17
Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ.
18
Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗ сирӗн чун-чӗмре пултӑр. Аминь.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
All chapters:
1
2
3
4
5
6