bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Matthew 14
Matthew 14
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
1
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
2
Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те».
3
Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.
4
Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ.
5
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ.
6
Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.
7
«Эпӗ сана тупа тусах шантаратӑп, – тенӗ ӑна ҫавӑнпа Ирод, – эсӗ мӗн ыйтнине йӑлтах парӑп».
8
Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар».
9
Патша салхуланнӑ, анчах та хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр кӑмӑлне тивӗҫтерме хушнӑ.
10
Унтан хӑй ҫыннисене тӗрмене Иоанн пуҫне кастарма янӑ.
11
Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе ҫӗклесе пырса хӗре тыттарнӑ, вӑл ӑна амӑшне илсе кайса панӑ.
12
Вӗренекенӗсем вара Иоанн ӳтне пырса илнӗ те ҫӗре пытарнӑ. Унтан вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса кайса пӗлтернӗ.
13
Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ.
14
Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ.
15
Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр».
16
«Вӗсен каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус.
17
Лешсем Иисуса каланӑ: «Пирӗн кунта пурӗ те пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ кӑна».
18
«Вӗсене Мана илсе килсе парӑр-ха», – тенӗ Иисус.
19
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ.
20
Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ.
21
Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
22
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
23
Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.
24
Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ.
25
Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ.
26
Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан, пӑлханса ӳкнӗ те: «Куҫа мӗлке курӑнать», – тенӗ. Сехрисем хӑпнипе вӗсем кӑшкӑрсах янӑ.
27
Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
28
«Хуҫам! – тенӗ Ӑна Петр. – Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хӑв патна шыв ҫийӗпе пыма хуш».
29
«Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ.
30
Анчах та ҫил вӑйлине асӑрхасан вӑл хӑранипе пута пуҫланӑ. «Хуҫам! Ҫӑлсам мана!» – тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл.
31
Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?»
32
Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ.
33
Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»
34
Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ.
35
Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана хыпар янӑ. Вара Иисус патне мӗн пур чирлӗ ҫынсене илсе пыра пуҫланӑ.
36
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28