bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Matthew 8
Matthew 8
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
1
Иисус ту ҫинчен ансан, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
2
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
3
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
4
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
5
Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ:
6
«Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать».
7
«Эпӗ пырӑп, ӑна сыватӑп», – тавӑрса каланӑ Иисус.
8
Анчах та ҫӗрпӳ ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ.
9
Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».
10
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.
11
Сире акӑ мӗн калатӑп: ҫакнашкал ӗненекенсем хӗвел тухӑҫӗнчен те, хӗвел анӑҫӗнчен те нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ.
12
Ҫӳлти Патшалӑхра пулма ҫуралнисене вара тулаш сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
13
Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
14
Иисус, Петр килне пырсан, унӑн хунямӑшӗ сив чирпе выртнине курнӑ.
15
Иисус хӗрарӑмӑн аллине сӗртӗннӗ те унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Вара Петр хунямӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑрса вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
16
Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
17
Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
18
Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.
19
Ҫавӑн чухне Ун патне саккун вӗрентӳҫи пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пыракан пулӑп».
20
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
21
Вӗренекенӗсенчен тепри Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан».
22
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
23
Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ.
24
Тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме путарасла хумсем ҫапа пуҫланӑ. Иисус ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ пулнӑ.
25
Вӗренекенӗсем Иисуса пырса вӑратнӑ та: «Эй, Хуҫамӑр, ҫӑл пире, пӗтетпӗр», – тенӗ.
26
«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
27
«Ҫиле те, тинӗсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчӗ-ши Ку?» – тенӗ вара ҫынсем тӗлӗнсе.
28
Иисус тинӗс леш енне, Гергеса ҫӗрне ишсе каҫнӑ. Унта Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенчен тухнӑ, усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем питӗ тискерленсе кайнӑран ҫав ҫулпа никам та ҫӳреймен.
29
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
30
Вӗсенчен аяккарахра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ.
31
Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ.
32
«Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ.
33
Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ.
34
Вара пӗтӗм хула халӑхӗ Иисуса хирӗҫ тухнӑ. Ӑна курсан хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28