bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Matthew 20
Matthew 20
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
1
Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ.
2
Кунне пӗр динарий тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ.
3
Пӗр тӑхӑр сехет тӗлнелле хуҫа каллех тухнӑ та пасар вырӑнӗнче тара кӗрӗшес текен, ӗҫсӗр ларакан ытти ҫынсене курнӑ.
4
„Эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине ӗҫлеме кайӑр, тивӗҫлӗ чухлӗ сире те тӳлӗп“, – тенӗ хуҫа вӗсене те. Лешсем вара кайнӑ.
5
Кӑнтӑрлапа тата кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче тухсан та хуҫа ҫаплах тунӑ.
6
Унтан вара, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче, вӑл каллех пасар вырӑнне пынӑ та ӗҫсӗр ларакан урӑх ҫынсене курса ҫапла каланӑ: „Кунӗпех ӗҫе кӗрӗшеймерӗр-и, ахалех ларатӑр-и?“
7
„Пире тара тытакан пулмарӗ ҫав“, – тавӑрнӑ лешсем ӑна. „Эсир те ман пахчама ӗҫлеме кайӑр, мӗн тӳлемеллине сире тӳлӗҫ“, – тенӗ хуҫа вӗсене.
8
Каҫ пулсан хайхи пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла каланӑ: „Тара кӗрӗшнисене чӗнсе кил те каярахран ӗҫлеме пуҫланисенчен тытӑнса малтан ӗҫлеме пуҫланисене пурне те укҫа тӳле“.
9
Кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетсенче ӗҫлеме тухнисем пынӑ та пӗрер динарий ӗҫ укҫи илнӗ.
10
Ирхине ирех ӗҫлеме тухнисем пынӑ та: „Пире ытларах тӳлет пулӗ-ха“, – тесе шухӑшланӑ. Анчах вӗсем те, калаҫса килӗшнӗ пекех, пӗрер динарий илнӗ.
11
Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.
12
„Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем.
13
Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравланӑ: „Тусӑм, эпӗ сана кӳрентермерӗм-ҫке. Кӗрӗшнӗ чухне эпир санпа пӗр динарийлӗх калаҫса татӑлмарӑмӑр-им вара?
14
Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те каях. Эпӗ ҫак кайран кӗрӗшнине те сана тӳленӗ чухлех парас тетӗп.
15
Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“
16
Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ. Мӗншӗн тесен чӗнни нумай та – суйласа илни сахал ».
17
Иисус, Иерусалима кайнӑ чухне, ҫул ҫинче Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ:
18
«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ.
19
Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».
20
Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ.
21
«Сана мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ унран Иисус. Зеведей арӑмӗ Ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартма шантарсамччӗ».
22
«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и? » «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем.
23
«Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ, анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ».
24
Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ.
25
Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр.
26
Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла.
27
Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла.
28
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
29
Иисуспа вӗренекенӗсем Иерихон ятлӑ хуларан тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
30
Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
31
Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
32
Вара Иисус чарӑннӑ та суккӑрсене ҫывӑхарах чӗнсе илсе: «Эсир Манран мӗн ыйтасшӑн?» – тенӗ.
33
«Эй, Хуҫамӑр! Пирӗн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑрсем.
34
Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28