bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Romans 13
Romans 13
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
1
Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран.
2
Ҫавӑнпа та влаҫсене хирӗҫлекенсем Турӑ йӗркине хирӗҫ каяҫҫӗ. Хирӗҫлекенсем вара хӑйсемшӗн хӑйсемех айӑплав тупӗҫ.
3
Ырӑ ӗҫ тӑвакан влаҫсенчен хӑрамасть, усал ӗҫ тӑвакан хӑрать. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ.
4
Пуҫлӑх вӑл – санӑн ырлӑхушӑн тӑрӑшакан Турӑ тарҫи. Усал тӑватӑн пулсассӑн – хӑра; пуҫлӑха ахальтен хӗҫ паман. Вӑл – Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрать, айӑп хурать.
5
Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла.
6
Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те.
7
Ҫапла вара, кашнинех памаллине парӑр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс.
8
Хире-хирӗҫле юратулӑх тивӗҫӗсӗр пуҫне, никама та нимӗнпе те парӑмлӑ ан пулӑр. Ҫынна юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать.
9
Мӗншӗн тесен «мӑшӑрна ан ултала», «ан вӗлер», «ан вӑрла», «судра суйса ан пӗлтер», «ҫынӑнне ан хапсӑн» текеннисен тата ытти пил-хушусен тӗшши ҫак сӑмахсенче: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».
10
Юратулӑх ҫывӑх ҫынна усал тумасть. Ҫапла вара, юратни саккун хушнине пурнӑҫлани пулать.
11
Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.
12
Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.
13
Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар.
14
Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
Recommended Reading
Commentary
Romans Commentaries
→
Devotional
Romans Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→