bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Romans 15
Romans 15
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
1
Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле.
2
Пирӗнтен кашниех, ҫывӑх ҫыннине ырра килтӗр тесе, унӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑштӑр. Ҫапла туни ӑс паниех пулать.
3
Мӗншӗн тесен Христос та Хӑй кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшман. Ҫырнинче каланӑ пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврӗ».
4
Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.
5
Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтамашкӑн, Иисус Христос вӗрентнӗ пек пӗр шухӑшлӑн пурӑнмашкӑн тӳсӗмлӗхпе лӑплану Турри сире пархатар патӑр.
7
Ҫавӑнпа та, Турӑ мухтавӗшӗн сире Христос епле хапӑл тунӑ, эсир те пӗр-пӗрне ҫавнашкалах хапӑл тӑвӑр.
8
Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ чӑннине кӑтартмашкӑн Христос ӳт кастарнисен тарҫи пулнӑ. Ҫакна Вӑл иудейсен мӑн аслашшӗсене панӑ сӑмаха тытас тесе тунӑ.
9
Урӑх халӑхсем те Турра мухтаччӑр тесе, Вӑл, Хӑйӗн ырӑлӑхне пула, вӗсен тарҫи те пулнӑ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Эй, Турӑҫӑм, Сана уншӑн ытти халӑхсем хушшинче чапа кӑларӑп, Санӑн ятна мухтаса юрлӑп».
10
Тата Ҫырнинче каланӑ: «Эй, ытти халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр!»
11
Тата: «Эй, мӗн пур урӑх халӑхсем, Хуҫа Турра мухтӑр! Мӗн пур халӑхсем, Ӑна чапа кӑларӑр!» – тенӗ.
12
Исаия та ҫапла каланӑ: «Иессей ӑрӑвӗнчи килӗ те халӑхсемпе пуҫ пулӗ, ытти халӑхсемшӗн шанчӑк пулӗ».
13
Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.
14
Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп.
15
Анчах та, сире асӑрхаттарас тесе, хӑш-пӗр япаласем пирки эпӗ хӑюллӑрах та ҫыртӑм. Турӑ панӑ пархатарпа
16
манӑн ытти халӑхсемшӗн Иисус Христос тарҫи пулмалла, священник тивӗҫӗпе вӗсене Туррӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентмелле. Эпӗ Турра пӗлмен халӑхсене Турра кӳретӗп. Святой Сывлӑшпа сӑваплатса кӳнӗ ҫав парнем Турра юрӑхлӑ пултӑр.
17
Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма ирӗкӗм пур.
18
Тунӑ ӗҫӗмпе тени те тӗрӗсех мар-ха. Чӑннипе, эпӗ ытти халӑхсене Христос панӑ сӑмахпа тата ӗҫпе ӗнентеретӗп.
19
Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.
20
Эпӗ яланах Ырӑ Хыпара Христос ячӗ ҫинчен илтмен вырӑнсенче пӗлтерсе ҫӳреме тӑрӑшрӑм, урӑххисем вӗрентсе хывнӑ никӗспе усӑ курас темерӗм.
21
Ҫырнинче каланӑ пек: «Ун ҫинчен хыпар пӗлменнисем Ӑна курӗҫ, илтменнисем пӗлӗҫ».
22
Ҫав сӑлтава пула эпӗ халиччен те сирӗн патӑра ҫитсе кураймарӑм.
23
Халӗ ҫав ҫӗрсенче эпӗ ҫитмен вырӑн юлмарӗ ӗнтӗ, сирӗнпе курнӑҫас тахҫанхи ӗмӗтӗме тултарса,
24
Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп.
25
Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп.
26
Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ.
27
Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла.
28
Ҫак ӗҫ-пуҫсене туса пӗтерсен, хама шанса панӑ укҫа-тенкӗне вӗсене леҫсе парсан, эпӗ Испание кайма тухӑп. Вара, ҫула май, сирӗн патӑра ҫитсе курӑп.
29
Пырсассӑн эпӗ Христос Ырӑ Хыпарӗн тулли пиллӗхне сире ҫитерсе парасса шанатӑп.
30
Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр.
31
Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ.
32
Вара эпӗ Турӑ ирӗкӗпе сирӗн патӑра савӑнсах ҫитӗттӗм, сирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх тупӑттӑм.
33
Канӑҫлӑх Турри сирӗнпеле пултӑр. Аминь.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16