bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Romans 14
Romans 14
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
1
Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр.
2
Калӑпӑр, пӗри йӑлтах ҫиме юрать тесе шухӑшлать, тепри, хавшак ӗненӳлли, пахча ҫимӗҫ кӑна ҫиет.
3
Апат тиркеменни апат уякана ан мӗскӗнлеттӗр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айӑпласа ан калаҫтӑр, мӗншӗн тесен вӑл та Туррӑн.
4
Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, ху камах вара? Вӑл хӑй Хуҫи умӗнче тӑрать-и, ӳкнӗ-и – ӑна Хуҫи пӗлет. Ӳкнӗ пулсан, Турӑ ӑна ури ҫине тӑратма та пултарать.
5
Хӑшӗ кунпа куна тиркет, хӑшӗ пур куна пӗре хурать. Кам мӗнле шухӑшлать, ҫапла пурӑнтӑр.
6
Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать.
7
Пурӑнасса та эпир хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те эпир хамӑршӑн вилместпӗр.
8
Пурӑнсан та – Хуҫа Турӑшӑн пурӑнатпӑр; вилсен те – Хуҫа Турӑшӑн вилетпӗр. Эпир яланах Хуҫамӑрӑн.
9
Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.
10
Эсӗ ӗненекен тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Эсӗ тата? Хӑвӑн тӑванна мӗншӗн мӗскӗнлететӗн? Пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла пулать-ҫке!
11
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Пурте Манӑн умра чӗркуҫленӗҫ, пурте Турра чӗлхи-ҫӑварӗпе мухтӗҫ. Ҫакӑ Эпӗ пурри пекех чӑн“, – тет Хуҫа Турӑ».
12
Ҫапла вара, пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.
13
Малашне пӗр-пӗрне айӑплар мар. Айӑплас вырӑнне тӑванӑма такӑнмашкӑн е ӳкмешкӗн сӑлтав парас марччӗ тесе тӑрӑшар.
14
Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар.
15
Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту.
16
Ҫапла вара, саншӑн лайӑххи теприншӗн тиркемелле ан пултӑрччӗ.
17
Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ ӗҫме-ҫиме таврашӗ мар, Святой Сывлӑш паракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх тата савӑнӑҫ.
18
Кам ҫапла пурӑнса Христосшӑн тӑрӑшать, ҫав Турра та юрӑхлӑ, ҫынсем умӗнче те хисеплӗ.
19
Эппин, пӗр-пӗрне килӗштерсе, ӗненӳре ҫирӗплетсе пурӑнмалли майсене шырар.
20
Апат-ҫимӗҫ таврашне пула Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пур апат-ҫимӗҫ те таса, анчах та тӑвану тиркекен апата ҫини начар. Ҫапла туса эсӗ ӑна ҫылӑха кӗртетӗн.
21
Эсӗ аш ҫини, эрех таврашӗ ӗҫни тӑванна ҫылӑха кӗртет пулсан – ан ҫи, ан ӗҫ. Тӑванна такӑнтаракан, ӳкерекен, ӗненӗве хавшатакан нимӗнле ӗҫ те ан ту.
22
Санӑн ӗненӗвӳ пур-и? Пур пулсассӑн, ӑна хӑвӑн ӑшӑнта, Турӑ умӗнче упра. Хӑй суйласа илнӗ япалашӑн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ.
23
Иккӗлене-иккӗленех ҫиекене вара Турӑ айӑплать, мӗншӗн тесен вӑл ӗненӗвӗпе килӗшӳллине тумасть. Ӗненӳпе килӗшсе тӑманнине туни вара – ҫылӑх.
24
Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх,
25
халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ.
26
Ӑслӑран та Ӑслӑ Пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр. Аминь.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16