bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 John 2
1 John 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
1
Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур;
2
Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.
3
Хамӑр Ӑна пӗлнине ҫакӑнтан курма пулать: Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнатпӑр пулсассӑн — эпир Ӑна пӗлетпӗр.
4
Кам та кам: «эпӗ Ӑна пӗлетӗп» тет, хӑй Унӑн ӳкӗчӗсене уямасть, ҫавӑ — суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук;
5
кам Унӑн сӑмахне уяса пурӑнать, ҫавӑ чӑнах та Турра юратакан пулса ҫитнӗ: хамӑр Унпа пӗрлешнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр.
6
Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла.
7
Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ. Авалхи ӳкӗт — эсир малтанах илтнӗ сӑмах вӑл.
8
Тата эпӗ ҫырни ҫӗнӗ ӳкӗт те пулать: вӑл — чӑнлӑх, вӑл Унра та, сирӗнте те пур: сӗмлӗх иртсе пырать ӗнтӗ, чӑн ҫутӑ ҫутатать.
9
Кам та кам: «эпӗ — ҫутӑра» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ халичченех сӗмлӗхре-ха.
10
Тӑванне юратакан ҫутӑра тӑрать, унра ултав ҫук.
11
Тӑванне курайман ҫын сӗмлӗхре тӑрать, сӗмлӗхре ҫӳрет, хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн унӑн куҫне сӗмлӗх хупласа илнӗ.
12
Эй ачамсем, сирӗн ҫылӑхӑрсене Унӑн ячӗшӗн каҫарнӑ, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.
13
Эй аттесем, эсир малтанах Пуррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫамрӑк ачасем, эсир Атте Турра пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.
14
Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм.
15
Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть.
16
Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать.
17
Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать.
18
Эй ачамсем! юлашки вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Антихрист килмелле тенине эсир илтнӗ, акӑ халӗ темӗн чухлӗ антихрист ҫитрӗ, юлашки вӑхӑт ҫитнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр.
19
Вӗсем пирӗн хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулнӑ пулсассӑн, пирӗнпе пӗрлех юлнӑ пулӗччӗҫ, вӗсем тухса кайрӗҫ те — вӗсем пӗри те пирӗн пулманни палӑрчӗ.
20
Сире Святой Хӑй суйласа илнӗ: эсир пурне те пӗлетӗр.
21
Эпӗ сире эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмарӑм, чӑнлӑха пӗлсе тӑнӑран тата кирек хӑш суя та чӑнлӑхран маррине пӗлнӗрен ҫыртӑм.
22
Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр? Вӑл — антихрист, вӑл Ашшӗне те, Ывӑлне те йышӑнмасть.
23
Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Ашшӗ те ҫук; Ывӑлне ӗненекенӗн Ашшӗ те пур.
24
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир малтанах мӗн илтнӗ, ҫавна уяса тӑрӑр, малтанах мӗн илтнине уяса тӑрсассӑн, эсир Ывӑлӗнче те, Ашшӗнче те пулатӑр.
25
Вӑл пире пама асӑнни ҫакӑ: Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама пулнӑ.
26
Эпӗ сире ҫакна хӑвӑра аташтаракан ҫынсем пуррипе ҫыртӑм.
27
Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр.
28
Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар.
29
Эсир Вӑл тӳррине пӗлетӗр пулсассӑн, тӗрӗс тӑвакан кирек кам та Унран ҫуралнине пӗлсе тӑрӑр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5